Сувар

Кирек кам та волонтер пулаять

Алӑкран кӗрсен температура виҫме те ҫын кирлӗ

Тутарстанри врачсемпе медсестрасене 3260 медик-волонтер пулӑшать. Ку вӑл Хусанти медуниверситетӑн тата республикӑри медколледжсен студенчӗсем, шкулсенчи медицина отрячӗсен вӗренекенӗсем.

Волонтёрсен тӗп задачи – поликлиникӑсемпе больницасенчи медицина персоналне пулӑшасси.
Вӗсем алӑк патӗнче температура виҫеҫҫӗ, йышӑнупа диагностика уйрӑмӗсенче, смотровойсенче, реанимацисенче пулӑшаҫҫӗ. Волонтёрсем медсестрасене те, врачсене те пулӑшу кӳреҫҫӗ тата пысӑк профилактика ӗҫне илсе пыраҫҫӗ.
Ҫӗнӗ условисенче ӗҫлеме вӗсене пӗрре те ҫӑмӑл мар: хӳтӗлев костюмӗсене тӑхӑнмалла, маскӑсене, экрансене, перчеткесене. Хӑрушсӑрлӑх пӗрремӗш вырӑнта.
Медколлежсемпе вузсен студенчӗсене кӑна мар, ытти ҫынсене те илеҫҫӗ волонтера. Вӗсен ретне тӑрас тесен волонтерымедики.рф сайта кӗрсе регистрациленмелле те «ВКонтактери» юхӑмӑн ушкӑнне кӗмелле. Унта ертӳҫӗсен контакчӗсене кӑтартнӑ, вӗсемпе ҫыхӑнмалла. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа


Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: