Сувар

Кӑмака кӑмрӑк кӗтнӗ пек ҫӗршывӑмӑр вакцинӑна кӗтет

Раҫҫейӗн сывлӑх сыхлав министрӗ Михаил Мурашко шантарнӑ тӑрӑх, ҫӗршывра никама та ирӗксӗрлесе вакцинаци тумаҫҫӗ.

 

Доброволецсем ҫинче тӗрӗсленӗ хыҫҫӑн Раҫҫейре хатӗрленӗ вакцина прививка тунисен 100 процентӗнче коронавирусран иммунитет йӗркелет. Ҫакӑн ҫинчен ют ҫӗршыв телеканалне Раҫҫейри Тӳрӗ инвестицисен фончӗн пуҫлӑхӗ Кирилл Дмитриев пӗлтернӗ.
"Эпир мӗн пур тӗрӗслеве уҫса паратпӑр. Вӗсен пӗрремӗш тата иккӗмӗш тапхӑрӗсем 21 кун хыҫҫӑн доброволецсем 100 проценчӗпех иммунитетлӑ пулса тӑнине кӑтартрӗҫ. Иккӗмӗш попытка хыҫҫӑн иммунитет икӗ хут ӳсет", – тесе пӗлтернӗ вӑл.
Раҫҫей вакцинипе ӗнтӗ 20 ытла ҫӗршыв кӑсӑкланать, 5 патшалӑх препарата туса кӑларас ӗҫе хутшӑнма палӑртать.
Вакцинӑна виҫӗ учреждени хатӗрлеҫҫӗ – Новосибирск ҫывӑхӗнчи "Вектор" вирусологи центрӗ, Питӗрти Вакцинӑсемпе сывороткӑсен институчӗ тата Мускаври Гамалея ячӗллӗ центр.
РФ сывлӑх сыхлав министрӗ Михаил Мурашко шантарнӑ тӑрӑх, ҫӗршывра никама та ирӗксӗрлесе вакцинаци тумаҫҫӗ. Чи малтан коронавирусран медицина ӗҫченӗсене тата теветкеллӗх ушкӑнӗнчи граждансене прививка тӑвӗҫ. Уколсене августра тума тытӑнасшӑн.
Коронавирус вакцинине промышленность масштабӗпе 2020 ҫул вӗҫӗнче е 2021 ҫул пуҫламӑшӗнче кӑна туса кӑларма тытӑнӗҫ.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа


Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: