Сувар

Константин Малышева сӑвӑ халалланӑ

"Канаш" хаҫат редакцийӗн ӗҫченӗсем пулӑшнипе нумай пулмасть Чӗмпӗрте Серте Мишши сӑвӑҫӑн кӗнеки пичетленсе тухнӑ

Михаил Андреевич Сугаловӑн (Серте Мишшин) черетлӗ кӗнеки "Тӑван тымарсенӗн хӑвачӗ" ятлӑ. Тиражӗпе мухтанма ҫук, вӑхӑчӗ ҫӑмӑлах мар. Ҫапах пирӗн ентеш пек канӑҫсӑр поэт-трибунсем кӗнеке кӑлараймасӑр пултараймаҫҫӗ пулмалла. Серте Мишши сӑввисенче  ытларах патетика сӗмӗ палӑрать. Вӑл тӑван ҫӗршыв, чӑваш тӗнчи ҫинчен хӑватлӑ сӑмахсем шӑрҫалать. 

Вӑл Теччĕ районĕнчи Кăнна Кушки ялĕнче 1947 çулхи утă уйăхĕн 12-мĕшĕнче çуралнă. Кăнна Кушкинчи вăтам шкулта 11 класс пĕтернĕ. Каярахпа Ульяновскри педагогика университетĕнче вĕреннĕ. Тĕрлĕ çулсенче учитель, «Авангард» (Тĕчче районĕ), «Сувар» (Хусан хули), «Канаш» (Ульяновек) хаçатсенче журналист пулса вăй хунă. Писательсен Союзĕн членĕ. «Хирти тăман» (1995), «Йĕплĕ пуç кăшăлĕ» (1999) тата ытти кĕнекесен авторĕ. 

"Тӑван тымарсенӗн хӑвачӗ" кӗнекене тӗрлӗ вӑхӑтра ҫырнӑ сӑвӑсем кӗнӗ. Ыттисен хушшинче 2013 ҫулта хайланӑ "Тивӗҫлӗх" сӑвӑ та кӗнӗ. Ӑна автор вӑл вӑхӑтра пирӗн хаҫат редакторӗ пулса ӗҫленӗ Константин Малышева халалланӑ.

"Туртатӑн лав, шав малалла тӗллетӗн,

Илем кӳретӗн кивӗ тӗнчене. 

Чӑвашлӑх суранне эс тӳрлететӗн, –

Хаярлӑх акнӑ вӑхӑт суранне..." – текен йӗркесем те пур унта. 

Хӑй Константин Анатольевич сӑвӑ пирки мӗн шутланине хальлӗхе пӗлтермерӗ. 

 

 

Теги: поэзия
Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: