Сувар

Чăваш Республикин Правительствинчи улшăнусем

Олег Николаевӑн пирӗн ентеше ӗҫрен кӑларни ҫинчен калакан 16 номерлӗ Указне ЧР Пуҫлӑхӗн администрацийӗн сайтӗнче пичетленӗ

 

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫласа пыракан Олег Николаев кӳршӗ республика правительствинчи виҫӗ министра ӗҫрен кӑларнӑ. Маларах вӑл ЧР Пуҫлӑхӗн Аппарачӗн ертӳҫине Юрий Васильева тата финанс министрне Светлана Енилинӑна ӗҫрен кӑларнӑччӗ. Тӗрӗсрех каласан, вӗсен тивӗҫӗсене пурнӑҫлакансене.
Аса илтеретпӗр, Михаил Игнатьев отставки хыҫҫӑн ЧР Правительстви те отставкӑна кайнӑ, министрсене Олег Николаев хӑйсен тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлама ыйтнӑ. Хӑшӗ-пӗрин вӑхӑчӗ тухрӗ те иккен.
Февралӗн 3-мӗшӗнче 3 министра вырӑнӗсене пушатма хушнӑ. Ку вӑл ҫутҫанталӑк ресурсӗсен министрӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Иван Исаев, ӗҫ министрӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Сергей Димитриев тата культура министрӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Константин Яковлев.
Олег Николаевӑн пирӗн ентеше ӗҫрен кӑларни ҫинчен калакан 16 номерлӗ Указне ЧР Пуҫлӑхӗн администрацийӗн сайтӗнче пичетленӗ.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа


Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: