Сувар

Конституцие кӗртекен тӳрлетӳсем рабочисен профессийӗсен сумне ҫӗклемелле

Ӗҫпе тивӗҫтерекенсен пуҫтахланмалла мар тата ӗҫ ҫыннине пӗчӗк укҫа тӳлесе йывӑр лару-тӑрӑва кӗртсе ямалла мар

Ҫак шухӑша "Татар-информ" корреспонденчӗпе калаҫнӑ чухне  "Камаз-Автопорт" директорӗ Владимир Чагин  палӑртнӑ. 

"Пӗтӗмӗшле илсен, Конституцие ҫӗнетме кирлине эпӗ куратӑп, ӑна тахҫан куҫӑм вӑхӑтӗнче туса хунӑ, халӗ вара, экономика тата политика стройӗ ҫирӗпленсе ҫитсен, политика тӗлӗшӗнчен кирлӗ улшӑнусем ӗлкӗрсе ҫитрӗҫ. Эпӗ ку направление тытса пыратӑп. Паллах ӗнтӗ, ман шутпа ҫак юсавӑн тӗп тӗллевӗсенчен пӗри вӑл — ӗҫ профессийӗсен престижне ҫӗклесси. Производство представителӗсем пулнӑ май ҫакӑ пире питӗ кирлӗ. Эпӗ спорт тӗнчинчен пулсан та, эпир хамӑр та производство коллективӗ, спортинвентарь тӑватпӑр.  Ҫавӑнпа та эпир рабочисен профессийӗсен сумне ҫӗклеме пулӑшатпӑр теме пултаратпӑр", — палӑртнӑ агентствопа калаҫакан ҫын.
Ҫавӑн пекех вӑл ӗҫ укҫи шайӗ пурнас миримумран пӗчӗкрех пулайманни пирки те хӑй шухӑшне пӗлтернӗ.
"Ӗҫпе тивӗҫтерекенсен пуҫтахланмалла мар тата ӗҫ ҫыннине пӗчӗк укҫа тӳлесе йывӑр лару-тӑрӑва кӗртсе ямалла мар. Уйрӑмах ҫакӑ самозоляци тапхӑрӗ хыҫҫӑн кирлӗ пулӗ. Халӗ ҫӗршывсен экономикисем арканаҫҫӗ, пирӗн те йывӑр лару-тӑрура. Унччен тунӑ пӗтӗм плансем усӑсӑр пулӗҫ тата экономикӑна ҫӗнӗрен ҫӗклемелле пулӗ. Уйрӑмах ҫакӑ эпидеми хыҫҫӑн, яланхи пурнӑҫ патне таврӑннӑ тапхӑрта питӗ кирлӗ пулӗ", – палӑртнӑ Чагин. 
Аса илтеретпӗр, халӗ ҫӗршывӑн тӗп документӗнче ҫапла ҫырса хунӑ: "Раҫҫей Федерацийӗ граждансен ӗҫне хисеплет тата вӗсен прависене хӳтӗлет".

Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа


Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: