Сувар

Кӑштах кулӑш - 4

— Эсӗ салтакра пулнă-и? – Çук, пулман, мана илмерӗç. — Мӗншӗн тата? –​ Шыраса тупаймарӗç.

Реклама

  Эх, пăтă çиес килсе кайрӗ! – хырăмне сăтăркаласа ӗмӗтленсе ларать тет Кукша Кӗркури.
– Пăтă пӗçермешкӗн килте пӗр пӗрчӗ кӗрпе те, çу та çук вӗт, – хаш сывлать арăмӗ.
– Мӗн чухлӗ кӗрпе кирлӗ вара пăтă пӗçерме? – кăсăкланать упăшки.
– Пӗр кӗрепенкке кӗрпе те икӗ кӗрепенкке çу, – ăнлантарать хӗрарăм.
– Çу мӗншӗн çапла нумай? – тӗлӗнет Кукша.
– Пулаясси пирки иккӗленӳллӗ пăтă çуллăрах пултăр тетӗп-çке, – хуравлать арăмӗ.
* * *
— Эсӗ салтакра пулнă-и? – ыйтать Вӗçкӗн Ваççа Чăнкă Мирунтан.
– Çук, пулман, мана илмерӗç, – тет лешӗ.
— Мӗншӗн тата?
–​ Шыраса тупаймарӗç.
* * *
Кукша Кӗркурин кӳршӗ ялта пурăнакан пуян тăванӗ ывăлне авлантарать, туя чухăн пиччӗшне те чӗнет. Пулас кин Кукшан пуян кӳршин ратнинчен пулнăран Ахманей те туя пынă. Кӳршӗсене сӗтел хушшинче юнашар лартаççӗ. Кӗркури Ахманей çине пăхса илет те лешӗ сӗтел çинчен сахăр, канфет-пӗремӗк, ытти тутлă япаласене ывăçласа илсе кӗсйисене тултарнине курать.
– Ку ывăл валли, – тӳрре тухма тăрăшать пуян, Кӗркури çине пăхса илсе. – Туй сӗтелӗ çинчи кучченеçсемшӗн ачасем уйрăмах савăнаççӗ вӗт. Тӗрӗс-и?
– Çапла, тӗрӗс, – килӗшет Кукша. Унтан сасартăк Ахманей кӗсйине​ чейникрен вӗри чей тултарать.
– Э-э, мӗн тăватăн эсӗ, пӗçерет вӗт! – кăшкăрса ярать çăткăн хăна.
– Сирӗн ывăлăрăн, çавăн чухлӗ пылак апат çинӗ хыççăн ӗçес килсе кайӗ терӗм, – ăнлантарать Кукша.
* * *
– Ах, тур, епле хитреленсе, яштакаланса кайнă эсӗ? Тӗлӗнтерсе ятăн мана. Мӗн, ятарлă диета çинче ларатăн-им? – ыйтать Чипер Марине дачăра Яка Кулинерен.
– Çӗрулми, кишӗр, чӗкӗнтӗр пулăшрӗç ытлашши виçене чакарма, – пӗлтерет Кулине.
– Суятăн пулӗ? Мӗн турăн вара эсӗ вӗсемпе? Пӗçертӗн-и, ăшаларăн-и?
– Çумларăм, купаларăм, чавса кăлартăм, – ăнлантарать Кулине.

Евгений ТУРХАН хатӗрленӗ.

Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: