Сувар

Кӑштах кулӑш –7

Шкула урăх каймастăп: вулама пӗлместӗп, çырма пӗлместӗп, калаçма чараççҫӗ

– ​Тухтăр, сыватсамăр мана! Хăтарăр! Эпӗ сире питӗ нумай укçа парăп. Анчах малтан сыватăр çеç! – тесе кăшкăрать операци сӗтелӗ çинче выртакан Кукша Кӗркури хирург çине пăхса.

– Çук! Укçа малтан! Ӗçне тăвиччен тӳлемелле пирӗн. Атту çынсене пулăшатăн та – пӗр пархатарӗ те çук! Выртать чӗнмесӗр тупăкра, сана палламасть те, – хуравлать Сиплев Мӗкӗти.

* * *
Ахманей пуçанăшӗ – Куштан Мӗтри – пачăшка тухнă тет, ялти чиркӳре ӗçлеме пуçланă. Пӗрремӗш кунах халăхпа çылăх пирки калаçу ирттерет, мӗнпур çылăха хӗрарăма пула тăваççӗ текен шухăш патне илсе пырать:
– Хӗрарăма Турă çапла туса янă, çӳçӗ вăрăм унăн, ăсӗ кӗске, – тесе хурать вăл.
Кукша Кӗркурие ун сăмахӗ килӗшмест.
– Каçарăр та-ха мана, анчах хӗрарăмăн çӳçӗ вăрăм пулни ăна илем çеç кӳрет. Ăсӗ мӗнле майпа кӗске пулнине ниепле те ăнланаймастăп. Сирӗн вырăнта эпӗ хамăн арăма хурлăттăм, ыттисене тивмӗттӗм, – тесе хучӗ тет вăл.

* * *
Чăнкă Мирун ывăлӗ, пӗрремӗш класра вӗренекен Хӗветӗр, киле таврăнать те портфельне диван çине ывăтать: ​
– Шкула урăх каймастăп: вулама пӗлместӗп, çырма пӗлместӗп, калаçма чараççӗ, – тет вăл.
Евгений ТУРХАН хатӗрленӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа


Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: