Сувар

Кӑштах кулӑш - 8

Уяв умӗн çывăрма та выртмарăм вӗт!

 Арăмӗ мартăн 8-мӗшӗ ячӗпе панă парнешӗн упăшкине тав тăвать:

– Чунăмçăм, тавах сана, мӗнле хаклă парне! Ăçтан çавăн чухлӗ укçа санăн?
– Хама февралӗн 23-мӗшӗ ячӗпе парнеленӗ пӗтӗм ноские сутрăм та...
* * *
Ыйтăм çакна кăтартать: хӗрарăмсенчен 99 проценчӗ мартăн 8-мӗшӗнче парнелӗх хаклă йышши смартфон, ылтăн е кӗмӗл кӗтеççӗ арçынсенчен. 1 проценчӗ çеç тюльпанпа е мимозăпа та çырлахать.
Ыйтăма хваттерсем тăрăх çӳресе ирттернӗ. Хӗрарăмсен 1 проценчӗ çав вăхăтра килте пулман, вӗсемшӗн упăшкисем хуравланă.
* * *
Хӗрарăмсене юрама çук... Ак, тӗслӗхрен, пӗлтӗрхи мартăн 8-мӗшнех илер.​ Уяв умӗн çывăрма та выртмарăм вӗт! Ирхине 6 сехетрех саламларăм арăма, пы-ысăк чечек çыххи, бриллиантлă ылтăн çӗрӗ, «саккăр» формиллӗ торт парнелерӗм. Ан тив, Ватсаппа пултăр... Ан тив, пулăра ларнă çӗртен... Çакă тута тăсмалли сăлтав-и вара?..
* * *
Арçын ювелир лавккине кӗрет. Сутуçă-хӗр:
– Ырă кун пултăр, хаклă çыннăмăр! Эсир пирӗн пата кӗрсе çав тери тӗрӗс тунă. Кӗçех мартăн 8-мӗшӗ çитет, пирӗн вара пӗтӗм тавар çине 20 процент скидка халь. Савнă хӗрӗр валли туянăр мӗн те пулсан...
– Манăн хӗр çук... – тунсăхлăн хуравлать арçын.
– Ой, епле апла?! Çавăн пек чипер, çӳллӗ арçыннăн хӗр çук-и? Мӗншӗн?
– Арăм ирӗк памасть...
* * *

Хӗрарăм-вӗрентекенсем арçын ӗçтешӗсене саламлама 100-шер тенкӗ пуçтараççӗ. Арçын-вӗрентекенсем вара мартăн 8-мӗшӗнче хӗрарăм ӗçтешӗсене саламлама банкра кредит илеççӗ...
* * *


Раççейре çулталăкне икӗ кун – мартăн 8-мӗшӗнче тата сентябрӗн 1-мӗшӗнче – Чечек спекулянчӗн кунне паллă тăваççӗ.
Вера АЛЕКСАНДРОВА хатӗрленӗ.

 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа


Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: