Сувар

Ку кӗркунне нумай ҫӗрте суйлавсем пулаҫҫӗ

Влаҫра ларакансем мӗнлерех хӑйсен вырӑнӗсенче тытӑнса юлас тесе шухӑшлаҫҫӗ, оппозици пӑлханать

Ҫӗршывра юлашки вӑхӑтра вӑя кӗнӗ саккунсене пула, кризис малалла тӑсӑлнине кура халӑх, саккун кӑларакан тата ӗҫ тӑвакан влаҫ структурисенп пит ырласах каймасть. Вӗҫӗнче вара ытларах "Пӗрлехи Раҫҫей" ҫыннисен. Кун ҫинчен статистикӑ та курӑмлӑн каласа парать. "Левада-центр" июнь уйӑхӗнче ыйтса пӗлнӗ тӑрӑх, ҫынсенчен 55 проценчӗ РФ Правительствин ӗҫӗпе кӑмӑлсӑр, ыйтнӑ граждансенчен 60 проценчӗ Патшалӑх Думин ӗҫне япӑх тесе шутлать. Кун ҫине нумай пулмасть тытӑннӑ пенси реформи те, коррупци скандалӗсем те, халӑх чухӑнланса пыни те витӗм кӳреҫҫӗ пулмалла. 

Влаҫра ларакансем хӑйсен вырӑнӗсенче мӗнлерех тытӑнса юлас тесе шухӑшлаҫҫӗ. Ҫавӑнпа суйлава та нумайӑшӗ мухтавлӑ парти представителӗ пек мар, пӗр мандатлӑ округра самовыдвиженец пек кандидатурине тӑратать.

Пурне те сасӑ ытларах кирлӗ. Списоксем хатӗрлекен парламентри ытти партисем те парламентра маррисене суйлава хутшӑнтарасшӑн мар. Ҫапла "Родина", "Яблоко", "Коммунисты России" партисене хутсене тӗрӗс мар хатӗрленӗ тесе, чылай регионра "Справедливая Россия", КПРФ, ЛДПР партисен юрисчӗсем суда парса суйлав гонкинчен кӑларттарма пултарнӑ. 

Реклама

Тутарстанра июлӗн 24-мӗшӗнче кандидатсен списокӗсене йышӑнма чарӑннӑ. "Ырӑ ӗҫсен, хӗрарӑмсемпе ачасене хӳтӗлекен" тата "Родина" партин уйрӑмӗсем унта хутшӑнаймӗҫ, мӗншӗн тесен кирлӗ хутсене вӑхӑтлӑ илсе килмен. 

Ҫав вӑхӑтра мала тухма пултаракан оппозицири кандидатсем хӑйсем майлӑ пуҫтарнӑ алӑ пуснӑ хутсем суя тесе Суйлав комиссийӗсем Мускавра нумай ҫынна хула Думине суйланма ирӗк паман. Ҫавна кура оппозици пысӑк хирӗҫлев митингӗ йӗркеленӗ. Унта мэрие штурмлама чӗнекенсем тупӑннӑ.

Сӑнӳкерчӗксем ТР Патшалӑх Канашӗн сайтӗнчен

Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: