Сувар

Ку пульницана ыттисем валли тӗслӗхе тӑратма пулать

Медучреждени ыттисенчен балконсем пуррипе уйрӑлса тӑрать. Пациентсем вӗсем ҫине тухса уҫӑлма пултараҫҫӗ

Раҫҫей Министрсен Кабинечӗн пуҫлӑхӗ Михаил Мишустин Covid-19 пандемии пуҫланнӑранпа Тутарстана килнӗ. Хусанта вӑл Республикӑри клиника инфекци пульницин иккӗмӗш корпусне тунине Рустам Миннихановпа тата Раҫҫей вице-премьерӗпе Марат Хуснуллинпа пӗрле курса ҫаврӑннӑ.
"Инфекционкӑн" ҫӗнӗ корпусӗн пӳлӗмӗсене курса ҫаврӑннӑ вӑхӑтра Мишустина медучреждение кӑҫал август уйӑхӗнче уҫма хатӗрленни ҫинчен пӗлтернӗ.
15 пин тваткал метрлӑ 4 этажлӑ больницӑра ӗҫсене вӗҫлесе пыраҫҫӗ ӗнтӗ. Медучрежденире 232 койка пулать. Кирлӗ пулсан, вӗсен шутне икӗ хут ӳстерме май пур.
Медучреждени ыттисенчен балконсем пуррипе уйрӑлса тӑрать. Пациентсем вӗсем ҫине тухса уҫӑлма пултараҫҫӗ.
Михаил Мишустин проекта пурнӑҫлакансене пурне те тав туса строительсен ҫӳллӗ профессионализмне палӑртнӑ.
"Пандемия пирӗн вӑйсӑр енсене кӑтартрӗ, халӗ эпир курни – технологисемпе ӗҫ процесӗсене оптимизацилени. Вӑл 100 кун хушшинче ҫакнашкал объекта тума май пуррине кӑтартрӗ. Ман шутпа, кӑна пӗтӗм ҫӗршыв валли тӗслӗхе тӑратмалла, – палӑртнӑ Мишустин.
Инфекци пульницин ҫӗнӗ корпусне тума 1,7 млрд тенкӗ тӑкаклӗҫ. 1,3 млрд тенкӗ строительствопа монтаж ӗҫӗсене тума, 400 млн тенкӗ – медицина оборудованийӗ туянма  каять.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа


Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: