Сувар

Кулӑш – ӗҫре пулӑш 2

– Пӗр пус та пулин парсам мана, эпӗ халиччен нихăçан та туманнине пурнăçлăп.

    Пӗррехинче Кукша Кӗркури кӳршӗ яла, пуçанăшӗ патне, хăнана кайнă​ тет. Çывăрма выртсан пуçанăшӗ сăмах пуçлать:
– Кӗркури,​ çывăратăн-и? – тесе ыйтать.
– Мӗн каласшăн? – пуçне çӗклет Кукша.
– Кăштах укçа ыйтса пăхасшăнччӗ санран.
– Мӗн эсӗ, эпӗ çывăратăп вӗт, – тесе хучӗ тет Кукша харлаттарма пуçласа.
​ * * *
Кукша Кӗркури пасарпа пынă чухне ун çумне чикан çыпăçать, мӗн те пулин пама ыйтать. Кукша ун çине çаврăнса та пăхмасть, енчӗкӗнчен мӗн те пулин кăларса пама шутламасть те.
– Эй, хуçа! – кăшкăрать чикан хыçран. – Пӗр пус та пулин парсам мана, эпӗ халиччен нихăçан та туманнине пурнăçлăп.
Кукша çаврăнса пăхать те пӗр пус пăрахса​ парать.
– Мӗн пурнăçласшăн вара эсӗ халиччен нихçан туманнине?
– Э, хуçа, – хуравлать чикан, – эсӗ укçа паман пулсан манăн паян ӗçлеме тытăнмаллаччӗ. Эпӗ вара халиччен те ӗçлесе курман.
​ * * *
Чипер Марине лавккана кӗрет:
​ – Мана шнуроксем парăр-ха, тархасшăн.
​ – Мӗнлисене? – ыйтать сутуçă.
– Сулахаййине тата сылтăммине, – хуравлать Чиперри.

Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: