Сувар

Кулӑш – ӗҫре пулӑш 4

Ученӑйсем ҫирӗплетнӗ тӑрӑх, этем организмӗ 25 ҫула ҫитиччен кӑна ӳсет, анчах пирӗн хырӑмсем ун ҫинчен пӗлмеҫҫӗ пулмалла

– Мӗнле ҫӳрем эп кунпа, енчен те машинунта педальсем ҫитмеҫҫӗ пулсан? Автошкулра вӗсем виҫҫӗччӗ!

– Ман автомат!

– Ан хӑрат мана!
😂😂😂
Тӗнчери чи ырӑ блондинка лавккара чӗрӗ раксене туянса вӗсене ирӗке кайса ярать тет... вӑрмана.
☺️☺️☺️
– Эсӗ мӗншӗн мана хӗллене чӳречесене хутпа ҫыпӑҫтарма сӗнтӗн?
– А мӗн, халӗ хваттерӗнте ытла ӑшӑ-им?
– Ҫук, тӗттӗм!
😀😀😀
– Пӗр свитер ҫыхма виҫӗ сурӑх кирлӗ иккен. Эсӗ кун ҫинчен пӗлнӗ-и?
– Ҫук, эпӗ вӗсем ҫыхма пултарнине те пӗлмен.
😁😁😁
— Ак, эсӗ уйрӑлатӑн, мӗншӗн упӑшкӑвӑн хушаматне хӑваратӑн?
– Эп ҫав хушаматшӑн кӑна качча тухрӑм та!
😏😏😏
–Тӗк ларайман тӑмсая мӗнле темиҫе сехете пӗр вырӑнта лартма пулать?
– Хут татти ҫине икӗ енчен те "Тепӗр енне ҫавӑр" тесе ҫырмалла та, ӑна памалла.
😅😅😅

Ученӑйсем ҫирӗплетнӗ тӑрӑх, этем организмӗ 25 ҫула ҫитиччен кӑна ӳсет, анчах пирӗн хырӑмсем ун ҫинчен пӗлмеҫҫӗ пулмалла...  

Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа


Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: