Сувар

Кун пек турнир ирттерни пысăк пӗлтерӗшлӗ

2020 çулта турнир РФ Президенчӗн граждан обществине аталантарма парăнакан Гранчӗ пулăшнипе иртӗ. Мускаври Самбо федерацийӗ те айккинче юлмасть.

2020 çулхи апрелӗн 18-мӗшӗнче Мускавра ача çурчӗсенче усранакан тата кадет копусӗсенче вӗренекен ачасем хушшинче самбо турнирӗ иртет.
Çак турнира самбопа 5 хутчен СССР чемпионӗ пулса тăнă легендарлă спортсмен Евгений Глориозов пуçарăвӗпе ирттереççӗ. Пӗрремӗш турнира вăл 2005 çулта ирттернӗ. 2015 çултанпа Оксана Федорова «Ырă тума васкăр» фончӗ пулăшма тытăннă çак пуçарăва.

2020 çулта турнир РФ Президенчӗн граждан обществине аталантарма парăнакан Гранчӗ пулăшнипе иртӗ. Мускаври Самбо федерацийӗ те айккинче юлмасть.

Спорт ăмăртăвӗсем 2020 çулхи апрелӗн 18-мӗшӗнче МГСУ спорт керменӗнче тытăнаççӗ. Ăмăртусене 13-16 çулти каччăсемпе хӗрсем 35 кг виçерен пуçласа 85кг+ таран категорисемпе хутшăнӗç.

Ашшӗ-амăшӗн ăшшисӗр ӳсекен ачасемшӗн тренерсем характер йӗркелеме пулăшакан, пурнăç тӗллевӗсем лартма тата вӗсем патне утма хистекен наставник пулса тăраççӗ.  Спорта пула ачасем сывлăхне çирӗплетеççӗ, çакă вӗсен малашнехи çитӗнӗвӗсемшӗн пӗлтерӗшлӗ.

Пур командăшăн та турнирта хутшăнасси тӳлевсӗр пулать. Заявкăсене 2020 çулхи январь уйăхӗнчен http://fedorovafond.ru/  сайтра йышăнма тытăнаççӗ.
Сăнӳкерчӗк Оксана Федорован ыркăмăллăх фончӗн сайтӗнчен 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа


Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: