Сувар

Курав усӑ кӳтӗр

Пирӗн пӗтӗм ҫӗршывӗпе кӑтармалли тӗслӗхсем нумайлӑнса пырсан, эпир хӑватлӑ аграри ҫӗршывӗ пулса тӑратпӑр

Лайӑш районӗнче кашни ҫул республикӑри Хир кунӗ тӑваҫҫӗ. Кӑҫал  июлӗн 5-мӗшӗччен тӑсӑлакан курав 5-мӗш хут уҫӑлчӗ. Ял хуҫалӑх техникине туса кӑларакансем хӑйсен продукцийӗпе мухтанаҫҫӗ. Нумай агрегата ӗҫре тӗрӗслеме пулать.

Ӗнер ҫак курава РФ ял хуҫалӑх министрӗн ҫумӗ Иван Лебедев та хутшӑннӑ. Вӑл хытӑ тӗлӗннине каланӑ сӑмахӗсем ҫирӗплетеҫҫӗ.

"Паян ҫакӑн пек вышкайсӑр пысӑк куравра пулса курма мана питӗ кӑмӑллӑччӗ. Тутарстан ертӳҫисем, вӗсен команди ҫыхӑнса ӗҫленӗрен эпир кунта Раҫҫейри чи лайӑх результатсене курма пултаратпӑр та. Аграрийсене еплерех тӗрев памаллин тӗслӗхӗ пулса тӑрать Тутарстан".

Реклама

Лебедев сӑмахӗсемпе, пирӗн пӗтӗм ҫӗршывӗпе кӑтармалли тӗслӗхсем нумайлӑнса пырсан, эпир хӑватлӑ аграри ҫӗршывӗ пулса тӑратпӑр. 

Пуҫлӑхсен делегацийӗ пӑрҫа та ҫисе пӑхрӗ, трактор та хускатса ӗҫлеттерчӗ.

Марсель Бадыкшин сӑнӳкерчӗкӗсем

Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: