Сувар

Кустӑрмаллӑ поликлиникӑсем ҫула тухаҫҫӗ

Чи малтан вӗсем пӗчӗк ялсене ҫитме палӑртнӑ

Мобильлӗ поликлиникӑсенчен пӗри еплерех ӗҫленине Тутарстан Президенчӗ Рустам Минниханов Теччӗ районӗнче тӗрӗсленӗ.

"Пирӗншӗн паян чи пӗлтерӗшли – профилактика, чирсенчен асӑрханасси. Ялсенче ФАП-сем пур, вӗсенче пирвайхи пулӑшу параяҫҫӗ, диспансеризацин пӗрремӗш тапхӑрне иртме пулать. Анчах медицинӑн пур ҫӑмӑллӑхӗсем те унта ҫук. Хальхи вӑхӑтра эпир медицина пулӑшӑвне меллӗрех тӑватпӑр. Пирӗн тата профилактика ӗҫне системӑна кӗртмелле, – тесе палӑртнӑ Тутарстан ертӳçи мобильлӗ поликлиникӑра пулса курнӑ хыҫҫӑн. 

Мобильлӗ поликлиникӑна пылчӑк ашма пултаракан автомобильсен шассийӗ ҫине лартнӑ, вӗсем инҫетри ялсене те ҫитееҫҫӗ. 

Сывлӑх сыхлав министрӗ Марат Садыков каланӑ тӑрӑх, пурӗ республикӑра 4 мобильлӗ поликлиника комплексӗ ӗҫлеме пуҫлать. Вӗҫӗнче терапевт, невролог, уролог, хирург, акушер-гинеколог, офтальмолог кабинечӗсем пур, хальхи йышши диагностика тата лаборатори оборудовани вырнаҫтарнӑ. 

Ҫакнашкал поликлиникӑра ултшар специалист ӗҫлет, унта кунне 70-100 ҫын сывлӑхне тӗрӗслеет. Чи малтан мобильлӗ поликлиникӑсем 100 ҫынран сахалтарах ялсене ҫитӗҫ. 

Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: