Сувар

Шӑпах шашлык вӑхӑчӗ

Кӑвар ҫинче аш ӑшалани сӑмах янравлӑхӗпе "шашлыка" ҫывӑх

Ҫулла пире шӑрӑхпа савӑнтармасть пулсан, хамӑрӑнах шӑрӑх тума тивет. Шӑпах шашлык тумалли вӑхӑт халь, хуть кӑвайт умӗнче ларса ӑшӑнма пулать.

Тӗпчевҫӗсем шашлык Азирен тухнӑ тесе ҫирӗплетеҫҫӗ. "Шиш" крымтутар чӗлхинче сӑнӑ, штык пӗлтерӗшпе ҫӳрет, "лык" – пирӗнле "лӑх" аффикс. Шишлык – сӑнӑ ҫине тирсе пӗҫерни пулать эппин.

Ку тӗпчеве ӗненесех килмест, мӗншӗн тесен ун пек кӑна чӑвашла аналогсем те тупма пултаратӑр. Мӗншӗн тесен кӑвар ҫинче аш ӑшалани сӑмах янравлӑхӗпе "шашлыка" ҫывӑх. Тӗслӗхрен "ашлӑх" – ашлӑ апат. Е, калӑпӑр, "шӑшлӑх" – шӑршланма пуҫланӑ какая уксусра кӗлерсе пӗҫерни.

Эпир, паллах, шӳтлетпӗр. Пирӗннисем массӑллӑ шашлык пӗҫерме тытӑнни те пӗр 30 ҫул кӑна. Ӑна хатӗрлеме чӑвашсене Кавказран килнӗ строительсем вӗрентнӗ пулмалла е хӑйсем кӑнтӑра канма кайсан вӗренсе таврӑннӑ. Тарӑнрах "чавсан" Раҫҫей 18-мӗш ӗмӗрте Турципе вӑрҫнӑ чухне те вӗренме пултарнӑ. 

Хальхи вӑхӑтра шашлыкӑн хатӗр маринадне те, кӑмрӑкне те лавкарах сутаҫҫӗ. Ҫапах хӑйне хӑй хисеплекен арҫынсем ҫак ӗҫе ҫынна шанмаҫҫӗ. 

Енчен те сысна какайне кӑмӑллатӑр пулсан, чи лайӑх шашлык мӑй ашӗнчен пулать. Ҫапах классика – вӑл сурӑх. Така мӗн чухлӗ ҫамрӑкрах – какай ҫавӑн чухлӗ лайӑхрах. 

Реклама

Эпӗ тин пуснӑ выльӑх ашне тӑварласа пӑрӑҫлатӑп та пӗр сехетрен пӗҫеретӗп.  Темӗнле рецептпа та усӑ курса пӑхнӑ: аджикӑпа та, майонезпа та, кефирпа та маринадланӑ какая. Ҫапах пӑрӑҫпа тӑвӑр ку ӗҫре "ҫанталӑк тӑваҫҫӗ". Тата ашӗ морозильникран пулмалла мар. 

Сурӑх шӑрши ан кӗтӗр тесен аша лимонпа сухан хутӑшӗнче маринадласан та юрать. Эстетсем маринада хӗрлӗ эрех, пӗтнӗк курӑкӗ (мята) яраҫҫӗ. 

Чи кирли – мангал умӗнчен инҫе ан кайӑр, шӑнма пултаратӑр😏. 

Т. Маркова сӑнӳкерчӗкӗ 

 

 

Теги: Лето
Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: