Сувар

Лайăх улталакана шанакан та тупăнать вӗт

Çакна шанса çӗрӗпе çывăрмасăр пӳрчӗ тăрринчен вертолетсем вӗçсе иртессе кӗтсе ларакансем те пулнă теççӗ.       

Мессенджерсемпе социаллă сетьсенче паллă мар çынсем ятарласа фейклă хыпарсене сараççӗ: имӗш Тутарстанра коронавируса 180 çынра тупса палăртнă, пурӗ республикăра 245 çын çак чирпе чирленӗ тет. Ӗненмеллӗрех пултăр тесе районсенчи статистикăна та илсе кăтартнă. Ку тӗрӗс мар.
Тутарстанра коронавируспа кӗрешекен оперативлă штаб кураторӗн ТР премьер-министрӗн çумӗн Лейла Фазлееван сăмахӗсемпе те ку информаци чăнлăхпа пӗр килмест.

Çынсем сисчевленнине кура соцсетьсенче урăхла суя иформацие сарма та ӳркенмеççӗ намăссăрсем: имӗш паян çӗрле çар вертолечӗсем Хусан çийӗн дезинфекци препарачӗсене саптараççӗ. Ултавлă хыпарсен авторӗсем алăксемпе кантăксене хупса çӗр каçма сӗнеççӗ, вăл вăхăтра урама тухма хушмаççӗ.

Çакна шанса çӗрӗпе çывăрмасăр пӳрчӗ тăрринчен вертолетсем вӗçессе кӗтсе ларакансем те пулнă теççӗ.

      

Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа


Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: