Сувар

Лайӑх пахалӑхлӑ интернет учрежденисене кӗрсе пырать

Ҫак шута фельдшерпа акушер пункчӗсем, пушар чаҫӗсем, пӗтӗмӗшле тата вӑтам професси пӗлӗвӗ паракан учрежденисем кӗнӗ

 2020 ҫулта "Цифра экономики" нацпроекта пурнӑҫа кӗртнӗ май, Тутарстанри социаллӑ пӗлтерӗшлӗ 613 объекта пысӑк хӑвӑртлӑхлӑ интернетпа ҫыхӑнтарӗҫ. Кун пирки ТР Цифра аталанӑвӗн министерствин пресс-служби пӗлтерет.
Республикӑра 3460 социаллӑ объектра интернетпа усӑ курма май пур. Ҫак шута фельдшерпа акушер пункчӗсем, пушар чаҫӗсем, пӗтӗмӗшле тата вӑтам професси пӗлӗвӗ паракан учрежденисем кӗнӗ. 4G технологипе усӑ куракан объектсене 2020-2021 ҫулсенче хута яма палӑртнӑ.
"Информаци инфраструктури" федераллӑ проекта пула ҫӳллӗ шайри технологиллӗ интернетпа усӑ курма 498 объектра май туса панӑ. 
 "Цифра экономики" наци проекчӗ Раҫҫейре 2019 ҫултанпа ӗҫлет, ӑна Владимир Путин Президентӑн "майри указӗсене" тӗпе хурса хатӗрленӗ. Ун шутне ултӑ федераллӑ проекта кӗртнӗ: «Нормативное регулирование цифровой среды», «Информационная инфраструктура», «Кадры для цифровой экономики», «Информационная безопасность», «Цифровые технологии» тата «Цифровое государственное управление. 

Реклама

Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа


Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: