Сувар

Лайӑх парнене районтан кӑлармаҫҫӗ

ТР Халăхсен ассамбле­йин Ӗçтăвкомӗн ертӳçи Николай Владимиров Владимир Охотников ертсе пыракан «Илем» юрăпа ташă ансамбль­не 25 пин тенкӗлӗх сертификат парнелерӗ. ​

  Августăн 24-мӗшӗнче Çӗнӗ Шуçăм районӗнчи Чăваш Шупашкар ялӗн­че черетлӗ «Выля, хут купăс!» республика фестиваль-конкурсӗ иртрӗ. Шучӗпе 9-мӗш конкурса Тутарстан районӗсемсӗр пуçне Чă­ваш Енрен те хутшăнч­ӗç. Географи сарăлса пыни фестиваль-конк­урсăн сумӗ халăхра сарăлса пынине тата вăл кирлине тӳрремӗнех çирӗплетет.

Мероприятие ТР ЧНКА тата чăваш çамрăкӗсен «Аталан» пӗрлешӗвӗ ТР Халăхсен ассамбл­ейипе Çӗнӗ Шуçăм рай­он администрацийӗ пу­лăшнипе йӗркелеççӗ.
Тутарстанран пурӗ çи­чӗ район купăсçăсем илсе килнӗ: Çарăмсан, Нурлат, Çӗнӗ Шуçăм, Чистай, Алексеевск­и, Аксу, Элмет район­ӗсем.
«Выля, хут купăс!» фестиваль яланах конк­урсант-купăсçăсен па­рачӗпе уçăлать. Кăçал та çак йăларан пăр­ăнмарӗç. Хăнасене ра­йонти тӗрлӗ халăх – чăваш, вырăс, тутар, кӗрешӗн «ялӗ» кӗтсе илчӗ. Кашни халăх шатерсем лартса хăй культурипе, йăли-йӗрк­ипе, наци апат-çимӗç­ӗпе тата тумӗпе палл­аштарчӗ.
Конкурсантсене салам­лакан хаклă хăнасен шутӗнче ТР Халăхсен ассамблейин Ӗçтăвком председателӗ Николай Владимиров, Çӗнӗ Шуçăм район пуçлăхӗ Вячеслав Козлов, ТР культура еткерӗн объе­кчӗсене упрассипе ко­митет председателӗ Иван Гущин, «Татарстан – Новый век» РОО Ӗçтăвкомӗн председате­лӗ Алсу Тарханова, ТР ЧНКА Ӗçтăвкомӗн çа­мрăксен политики енӗ­пе председатель çумӗ Артем Носков пулчӗç. Вӗсем йӗркелӳçӗсене фестивале çӳллӗ ша­йра йӗркеленӗшӗн тав турӗç, конкурсантсе­не​ ăнăçу сунчӗç.
ТР Халăхсен ассамбле­йин Ӗçтăвкомӗн ертӳçи Николай Владимиров Владимир Охотников ертсе пыракан «Илем» юрăпа ташă ансамбль­не 25 пин тенкӗлӗх сертификат парнелерӗ. ​
Чăваш наципе культура автономийӗн Хисеп хучӗсене Çӗнӗ Шуçăм районӗнчи Чăваш Шупа­шкар ял хутлăхӗн пуç­лăхӗ Сергей Моляков, çак ялти пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан шкул ди­ректорӗ Николай Гусл­яров тата районти це­нтрализациленӗ клуб системин директорӗ Накибя Юсупова тивӗçр­ӗç.
Конкурс питӗ те хӗрӳ иртрӗ. Гран-при иле­ссишӗн солистсем, ха­лăх инструменчӗсен оркестрӗсем, хутăш ан­самбльсем тупăшрӗç. Купăс калас ăсталăх кашнин питӗ пысăк пу­лчӗ. Халăхра анлă са­рăлнă юрăсен, ташăпа такмак кӗввисене ка­ларӗç вӗсем. Авторла хайлавсене те илтме пулчӗ.​ Çапах та Çӗнӗ Шуçăм районӗнчи Ленино купăсçине, Ал­ексей Демидова çитек­енни пулмарӗ. Ăна ле­крӗ те гран-при. Пӗл­тӗр чи пысăк наградă­на Элмет районӗнчи Патраклă музыканчӗ Вл­адимир Кривченко илме тивӗçнӗччӗ.

Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: