Сувар

Ӗҫлекенсен пенсине ӳстерчӗҫ, савӑнакан ытла ҫук

Пенсионерсем укҫа ҫитменнипе ӗҫлеҫҫӗ. Ӗҫлемӗччӗҫ вӗсем, пенсийӗ 30-40 пин тенкӗ пулнӑ пулсан.

Августӑн 1- мӗшӗнчен Раҫҫей Пенси фончӗ ӗҫлекен пенсионерсем уйӑхсерен илсе тӑракан пенсие ӳстернӗ. Унӑн калӑппшӗ кулӑшла пулсан та, ҫӗнӗлӗх ҫинчен кашни утюгран тенӗ евӗр, партипе правительствон пысӑк ҫитӗнӗвӗ пек пӗлтерчӗҫ. 

Каласа хӑвармалла, пенсионерсем укҫа ҫитменнипе ӗҫлеҫҫӗ. Ӗҫлемӗччӗҫ вӗсем, пенсийӗ 30-40 пин тенкӗ пулнӑ пулсан.

Ҫӗнӗ надбавкӑсен калӑпӑшӗ ҫын хӑҫан пенсие тухнинчен килет. Хушса тӳлени 3 пенси коэффициентӗнчен иртмест. Енчен те ҫын пенсие 2015 ҫулхи октябрь уйӑхӗнче тухнӑ пулсан, унӑн 2018 ҫулта ӗҫленӗшӗн тӳленекен сумма 2015 ҫулти октябрь вӑхӑтӗнчи бал коэффициенчӗпе лартӑнать – 71 тенкӗ те 41 пус. Ҫавӑнпа та 60 тан иртсен те пилӗк авакан ҫынсен вӑтамран 150-200 тенкӗшӗн ҫеҫ савӑнмалла пулать. 

Теги: пенсия
Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: