Сувар

Леонид Волков ирӗкре

Следстви вӑхӑтӗнче ирӗке тухкаланӑ хушӑра Волков "Справедливая Россия" партине кӗрсе ӗлкӗрет, "Лидеры России" конкурсра финала хутшӑнма тивӗҫет. Ҫакӑ унӑн тӑшманӗсене пушшех те уртарса ярать пулмалла

Чӑваш Республикин Раççей Президенчĕ çумĕнчи полномочиллĕ представительне Леонид Волкова лартсан Мускаври чӑвашсем савӑнӑҫне пытарманччӗ. Парти функционерӗпе Г.С.Федоровпа танлаштарсан, ку кандидатура нумай кирлӗ ӗҫ тӑвас пек туйӑнатчӗ. Экономика наукисен кандидачӗ, юрист. Тӗрлӗ предприятире ӗҫлесе пысӑк опыт пухнӑ ҫын. Вӗсен шутӗнче "Чӑвашкабель", "Сбербанк", "ВТБ". Леонид Волков 2002 ҫултанпа РФ Правительстви ҫумӗнчи Финанс академийӗн антикризис управленийӗпе экономика кафедрин доценчӗ. Ҫӗнӗ вырӑнта хисепӗ тивӗҫ ӗҫсем туса кӗске хушӑрах пысӑк сум ҫӗнсе илчӗ Волков. 2012-16 ҫулсенче ЧР элчелӗхне тивӗҫлӗ ертсе пычӗ. 

Анчах ЧР ертӳҫисемпе хирӗҫнӗ пулмалла. Тавӑрас тесе ун пирки ӗҫ вырӑнӗнче ытлашши преми илсе тӑнӑ тесе уголовнӑй ӗҫ пуҫараҫҫӗ. Республика Пуҫлӑхӗ Волкова коррупцилле сӑлтавсене пула вӑхӑтлӑха ӗҫрен кӑларать. Следовательсем вӑл тватӑ ҫул хушшинче саккунсӑр 4 миллион тенкӗ преми ҫыртарнӑ тесе ӗҫ пуҫарнӑ. Каярах вӑл суммӑна 1,8 млн таран чакарнӑ. Леонид Волкова килти арестра хӑвараҫҫӗ. Палӑртса хӑвармалла, вӑл 2 млн тенкине следстви пынӑ хушӑрах патшалӑха каялла тавӑрса парать. Инцидент вӗҫленнӗ, малалла  йӗрлемелле те мар пек ӗнтӗ. Ҫук вӗт. Пӗр вӑхӑт Волкова килӗнче тупаймасӑр следовательсем Федераллӑ шырава та параҫҫӗ. 

Ҫапах мӗнре пулнӑ-ха унӑн айӑпӗ? Унччен Чӑваш Республикин Раççей Президенчĕ çумĕнчи полномочиллĕ представителӗ пулса ӗҫленӗ Г.С.Федоров та, унччен маларах элчӗ пулнӑ А.И.Григорьев та ҫавӑн пекех премисем илсе тӑнӑ. Апла пулсан Л.В.Волков ӗҫӗсенче преступлени тытӑмӗ ҫук. Ҫакна суда ӗнентерме унӑн виҫӗ ҫул тарӑхма тивнӗ. Темиҫе уйӑх килти арестра, ҫур ҫул Шупашкар тӗрминче, ҫур ҫул Мускаври "Бутыркӑра" ларнӑ. Пурӗ уголовнӑй ӗҫ 37 томлӑх хут пуҫтарнӑ. Следстви вӑхӑтӗнче ирӗке тухкаланӑ хушӑра Волков "Справедливая Россия" партине кӗрсе ӗлкӗрет, "Лидеры России" конкурсра финала хутшӑнма тивӗҫет. Ҫакӑ унӑн тӑшманӗсене пушшех те уртарса ярать. Ҫавӑнпа-ши, каярах конкурса йӗркелекенсем ӑна списокран кӑлараҫҫӗ. 

2019 ҫулхи июлӗн 16-мӗшӗнче Мускаври Замоскворецки сучӗ Леонид Волков пирки пуҫарнӑ уголовнӑй ӗҫе чарать. Ӑна должноҫ полномочийӗсене ӳстерсе йӗркене пӑснӑшӑн административлӑ явап тыттарса 40 пин тенкӗ штраф тӳлемелле тӑвать.  

Ҫакна та каласа хӑвармалла. Юлашки вӑхӑтра коррупци скандалӗсем Чӑваш Республикине вӑйлӑ кисретрӗҫ. ЧР вице-премьерӗ - экономика аталанӑвӗн министрӗ В.А.Аврелькин пирки бюджетран укҫа вӑрланӑ тесе ӗҫ пуҫарнӑ, хӑйне арестленӗ. Шупашкар пуҫлӑхӗ пулса ӗҫленӗ Ирина Клементьевӑна ӗҫ вырӑнӗпе усӑ курса растрата тунӑшӑн тата ытти статьясемпе 5 ҫуллӑха колоние ӑсатнӑ. Ун пек фактсем тата та пур.

Мӗнех, Леонид Волков айӑплӑ мар тата ирӗкре. Таврӑнӗ-и вӑл политика анине? Ҫитӗҫ ҫул Чӑваш Республикин халӑхӗ Пуҫлӑх суйламалла вӗт.

 

 

 

Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: