Сувар

Ман сан ҫине кунӗпе пӑхмалла

Юрать атте пуян пулни пулăшрӗ, унсăрăн​ мана нихă­çан та качча илместчӗ те вăл.


Кукша Кӗркури​ арăм­ӗпе хирӗçсе кайса ир­терех çывăрма выртат­ь. Арăмӗ вăл çывăрса кайнă пулӗ тесе шут­лать: пысăк чашăк çи­не шыв ярса хăйӗн мӗ­лки çине пăхать:
– Шатра питлӗ, илемс­ӗр пулмасан упăшкана çапла кӳрентерттерм­естӗмччӗ. Юрать атте пуян пулни пулăшрӗ, унсăрăн​ мана нихă­çан та качча илместчӗ те вăл. Эх, мӗншӗн чипер пулса çуралма­н-ха эпӗ, – тесе шăп­пăн йӗрсе ярать вăл.​ Кӗркури, çакна ит­лесе выртаканскер, хăй те йӗрсе ярать.
–​ Мӗн пулчӗ тата сана, Кӗркури, çывăрнă çӗртех йӗрсе ятăн? – кăсăкланать арăмӗ.
– Телейсӗр шăпашăн хурланнипе куççуль ту­хрӗ. Эсӗ акă хăвăн мӗлкӳ​ çине пӗрре пă­хса илтӗн те йӗрсе ятăн. Эпӗ сан çине ку­нӗпе пăхатăп, çак ин­кек хăçан вӗçленесси те паллă мар. Макăр­масăр епле чăтайăн?​ –​ ӗсӗкленӗ май хуравларӗ тет Кукша.​ ​ ​

* * *
Чăнкă Мирун 30 çул каялла​ пӗрле вӗреннӗ тусӗпе – килсӗр Ма­кçăмпа​ тӗл пулать.
​ – Салам, ялан выçă çӳрекен çын! – тесе саламлать​ Мирун.
– Тӗрӗс мар калатăн, эпӗ выçă мар пулса тухатăп, – тет​ кил­сӗрри. – Акă, тин çе­ç​ фестивальте пулт­ăм – унта «йӗркеллӗ»​ çынсене тӳлевсӗр​ апат çиме чӗнчӗç – хӗсеççӗ, вăрçаççӗ, ОМОН килсе çитрӗ. Ки­лсӗррисене тӳлевсӗр апат валеçнӗ вăхăтра ун пек йӗркесӗрлӗхе нихăçан та курман. Апла пулсан килсӗрри­сем​ ялан выçă çӳре­ççӗ тени тӗрӗсех те мар ахăр?
Евгений ТУРХАН хатӗр­ленӗ.

Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: