Сувар

Марат Бариев Конституцири улшӑнусене ӑнлантарать

Раҫҫей гражданӗсемшӗн питӗ кирлӗ тата пӗлтерӗшлӗ япаласем

 

Конституцири патриотизма, суверенитета хӳтӗлессине, вӑрҫӑсӑр пурӑнма ирӗк пуррине пырса тивекен тӳрлетӳсен ҫивӗчлӗхне РФ Патшалӑх Думине Тутарстанран суйланнӑ   депутат Марат Бариев палӑртнӑ.

"Суверенитета хӳтӗлесси, чикӗсене вырӑнтан куҫарманни, патриотизм тӗлӗшӗнчен воспитани парасси – Раҫҫей гражданӗсемшӗн питӗ кирлӗ тата пӗлтерӗшлӗ япаласем. Ҫакӑ веҫех Конституцире ҫырӑнсан, пирӗн общество аталанӑвӗнчи ӑс-хакӑл принципӗсене тата приоритетсене ҫирӗплетме май парать",–тесе палӑртнӑ депутат.
Унсӑр пуҫне, Бариев сӑмахӗсемпе, ҫӗнетнӗ Конституцире ҫӗршывӑн право тата территори суверенитетне ҫирӗплетни, вӑл е ку территорисемпе "сывпуллашас" текенсем умӗнче пысӑк чӑрмавсем кӑларса тӑратать.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа


Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: