Сувар

Мартра Шупашкарта Мăн Канаш пухăнӗ

Пӗтӗмчăваш Акатуйне çын сахалтарах кайтăр тесе Екатеринбургра тăвасшăн-ши кăçал?..

Мартăн 20-мӗшӗнче Шупашкарти Çеçпӗл Мишши ячӗллӗ Çамрăксен театрӗнче Чăваш Наци Конгресӗн Мăн Канашӗн ларăвӗ пулать. Унта 2019 çулта тунă ӗçсене пӗтӗмлетӗç тата Чăваш Республикин патшалăх наци политикине Чăваш автономийӗ 100 çул тултарнине халалланă çулта еплерех пурнăçлассине сӳтсе явӗç.

2020 çулхи Пӗтӗмраççейри халăх çыравӗнче наципе культура организацийӗсен ăнлантару ӗçӗ пирки те калаçӗç канашлăва пухăннисем.  Федераллă патшалăх статистика службин Чăваш Республикинчи территори органӗн ертӳçи Э.Г.Максимова ăнлантарса парӗ кун çинчен.

Чăваш Автономи облаçӗ 100 çул тултарнине, Тăван Çӗршывăн Аслă вăрçинче çӗнтернӗренпе 75 çул çитнине, 2020 çулта Екатеринбургра Пӗтӗмчăваш Акатуйне уявласси пирки те калаçӗç Мăн Канаша кӗрекенсем.  

Çавăн пекех Севастопль хулинче Крыма фашистсенчен ирӗке кăларнă чухне вилнӗ чăваш ывăлӗ-хӗрӗсене асăнса «Хурланакан амăш» палăка лартассине те сӳтсе явма палăртнă пухура.

Паллах, ытти ыйтусене те хускатӗç тӗрлӗ çӗртен пухăннă чăвашсем. Пуху пуçламăшне 10.00 сехете палăртнă.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа


Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: