Сувар

Маскӑпа перчеткеллисен вӑхӑчӗ халь

Йӗркене пӑсакансене 1 пин тенкӗрен пуҫласа 30 пин тенкӗ таранччен штраф тӳлеттерӗҫ

Тутарстансем ӑҫта маскӑсемпе перчеткесем тӑхӑнса ҫӳремеллине прокуратурӑра ӑнлантарса панӑ. Республика прокурорӗн ҫумӗ Руслан Галиев пӗлтернӗ тӑрӑх, ТР Министрсен Кабинечӗн йышӑнӑвӗпе майӑн 12-мӗшӗнчен Тутарстанра пурӑнакансем тата республикӑн хӑнисем обществăлла транспортра, таксисенче, лавккасенче маскӑсемпе перчеткесем тӑхӑнмалла.
Заправкӑсенче, паркӗнче, скверсенче, урамра, вокзалсенче, стадионра, лифтра, пусма площадкисем ҫинче, парикмахерскисенче, автомастерскойсенче маска е распиратор тӑхӑнмалла.
Постановление пӑхӑнманнисене 1 пинрен пуҫласа 30 пин тенкӗ таран штраф кӗтет.

Реклама

Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа


Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: