Сувар

Медведев правительстви отставкӑра

Премьер-министр вырӑнне йышӑнма Путин Федераллӑ Налук хӗсмечӗн ертӳҫине Михаил Мишустина сӗннӗ. Лешӗ килӗшнӗ. Халӗ ун кандидатурине Патшалӑх Думи ырламалла

Президентӑн паянхи Посланийӗ хыҫҫӑн Раҫҫей Министрсен Кабинечӗ отставкӑна кайнӑ. Путин Кабмина ӗҫшӗн тав тунӑ. 

Премьер-министрӑн вырӑнне вӑл Михаил Мишустина йышӑнма сӗннӗ. Ҫӗршыври тӗп налоговик килӗшнӗ. Ыран РФ Патшалӑх Думи ҫак кандидатурӑна ырласан Мишустин Премьер вырӑнне йышӑнма пултарать.

Медведева Путин РФ Хӑрушсӑрлӑх Канашӗн Председателӗн ҫумӗ пулма сӗнет. Ҫапах тӗп ыйту унра мар. Мӗншӗн Мишустин? 

Ман шутпа юлашки ҫулсенчи налук пухас йӗркесем улшӑнни ҫӗршыври чи ӑнӑҫлӑ реформа пулса тӑнипе. Патшалӑх нумайран та нумайрах хырҫӑ пуха пуҫларӗ, усламҫӑсем тӗттӗмрен туха пуҫларӗҫ, НДС ӳсрӗ, самозанятыйсем саккунпа ӗҫлеме тытӑнни те хыснана хушма тупӑш илсе кӗрет. Мишустинӑн ӑнӑҫӑвӗсен шутне налук тӳлесси хӑвӑрт цифрӑланса пынине те кӗртме пулать. 

Дума мӗнле йышӑну тӑвасси пирки иккӗленмелли ҫук. 

 

Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: