Сувар

Михаил Игнатьев Хусанта пулнӑ

Навигаци вӑхӑтӗнче Шупашкара курма 400 турист теплохочӗ чарӑнать.

Октябрӗн 4-мӗшӗнче Хусанта федерацин Атӑлҫи округӗн полномочиллӗ представителӗ Игорь Комаров регионсен ертӳҫисемпе канашлу ирттерчӗ. Ӑна туризма аталантарассине халалланӑччӗ. Лару пуҫланиччен субъектсен пуҫлӑхӗсем УАЗ заводпа "Автодом", "Симаз" компанисем кӑларакан машинасен автовыставкипе паллашрӗҫ. Интерактивлӑ площадкӑра вӗсене Тутарстанӑн туризм хӑвачӗпе паллаштарчӗҫ.

Пӗрлехи ӗҫсене координацилеме Рустам Минниханов Атӑл тӑрӑхӗнчи регионсене Килӗшӳ ҫирӗплетсе малашнехи ҫулсенчи ӗҫсен Планне палӑртма сӗннӗ.
Ларӑва Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев та хутшӑннӑ. Ун сӑмахӗпе, 2018 ҫулта республикӑна туристсем виҫӗмҫулхинчен 5 процент ытларах килнӗ. Навигаци вӑхӑтӗнче Шупашкара курма 400 турист теплохочӗ чарӑнать.

ЧР Пуҫлӑхӗн пресс-службин сӑнӳкерчӗкӗсем 

Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: