Сувар

Министр хӑй кил тӑрӑх датчик лартса ҫӳрет

Пӗр концертра Удмуртин культура министрӗ хӑй купӑс каласа сцена ҫине тухнине курсан питӗ тӗлӗннӗччӗ.

Тутарстанра пушар извещателӗсене вырнаҫтарас ҫӗнӗ тапхӑр тапранчӗ. Хӑш-пӗр нумай ачаллӑ тата инвалид-ачаллӑ ҫемьесене хыпарлавҫӑсене Раҫҫей Чрезвычайлӑ лару-тӑру министерствин Тутарстанри тӗп управленийӗн начальникӗ Рафис Хабибуллин хӑй вырнаҫтарнӑ.
Нумай ачаллӑ Слеповсен хваттерӗнче ӑна чикмек ҫеҫ кирлӗ пулнӑ. Рафис Хабибуллин кашни пӳлӗме извещатель вырнаҫтарнӑ. Вӑл ҫемье хуҫине датчика вырнаҫтарма килӗшнӗшӗн тав тунӑ. Ҫак хӑрушсӑрлӑх хатӗрӗсен пулӑшӑвне ӗненмен ҫынсем те пур иккен.
Президент программине пурнӑҫлама мчсниксене нумай укҫа уйӑрнӑ. Приборсене тӳлевсӗр вырнаҫтараҫҫӗ хӑтаруҫӑсем. Датчикӑн батарейки ҫулталӑка ҫитет.
Рафис Хабибуллин кил хуҫисене асӑнмалӑх МЧС символикиллӗ парнесем парса хӑварнӑ.
Палӑртса хӑвармалла, кӑҫал килсене 85 пин датчик вырнаҫтармалла. Ҫак приборсене ТР Президенчӗн Рустам Миннихановӑн хушӑвӗпе 2016 ҫултанпа вырнаҫтарма тытӑннӑ.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа


Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: