Сувар

Ӑмӑртакансен шучӗ ӳсет

Юр ҫулран ҫул сахал ҫунине кура малашне ирттерейӗпӗр-и кун пек йӗлтӗр уявӗсене – калама хӗн. Тен, ҫавӑнпах йӗлтӗр чупӑвне пуҫлӑхра ӗҫлекен нумай ҫын кӑмӑллать.

   Февралӗн 8-мӗшӗнче Тутарстанри мӗн пур муниципаллӑ йӗркеленӳре 38-мӗш хут "Раҫҫей йӗлтӗр йӗрӗ" тата "Тутарстан йӗлтӗр йӗрӗ - 2020" массӑллӑ гонка иртнӗ. Вӗсене "Спорт - пурнӑҫ норми" федераллӑ проект ӑшне кӗртнӗ. Тутарстанра ҫак кун старта 173 300 ҫын тухнӑ.

Тӗп старта хусансем Юдинори "Локомотив" стадионра йӗркеленӗ. Ытти ӑмӑртусем Горкипе Ометьево вӑрманӗнче, Казанка юппинче, Советски районӗнчи Хурӑнлӑхра иртнӗ.
Юр ҫулран ҫул сахал ҫунине кура малашне ирттерейӗпӗр-и кун пек йӗлтӗр уявӗсене – калама хӗн. Тен, ҫавӑнпах йӗлтӗр чупӑвне пуҫлӑхра ӗҫлекен нумай ҫын кӑмӑллать. Йӗлтӗрпе ахаль ярӑнма кӑмӑлакансене шута илмесен, профессионал спортсменсемпе, спорт ветеранӗсемпе пӗрле министерствосемпе ведомствосенче, администрацисенче ӗҫлекенсен йышӗ 21,5 пин ҫынна ҫитнӗ.
Хусанта спортсменсем "Финиш суперҫӗрлӗхӗ" ятлӑ дистанцире ӑмӑртма пултарнӑ, ӑна йӗркелекенсем ТАССР 100 ҫул тултарнине халалланӑ.
Юлашки ҫулсенче хута янӑ 35 модульлӗ йӗлтӗр бази никӗсӗнче иртнӗ районсенчи ӑмӑртусем.
"Раҫҫей йӗлтӗр йӗрӗ" ирттернӗ вӑхӑтра ҫынсем ВФСК нормативӗсене тултарма та пултарнӑ - "Ӗҫпе хӳтӗлеве хатӗр" ятлӑ вӑл.
Йӗлтӗрҫӗсен уявне "Демография" наци проекчӗн "Спорт – пурнӑҫ норми" федераллӑ проекчӗпе килӗшӳллӗн ирттернӗ. Ун тӑрӑх сывӑ пурнӑҫ йӗркине пӑхӑнса пыракан граждансен шучӗ ӳсмелле, ҫавӑн пекех тӑтӑшах физкультурӑпа тата спортпа аппаланакан ҫынсен пайӗ Раҫҫейре 55% ҫитмелле.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа


Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: