Сувар

Ҫӗнӗ Шӑхаль те Питрав ирттерет

Анчах ҫынсем эстрада артисчӗсен концерчӗ тӗлне кӑна пухӑнса пӗтеҫҫӗ

Çĕпрел районĕнчи Çĕнĕ Шăхаль ялĕнче Питравкка уявӗ ял кунне ҫаврӑнса пырать. Ӑна шӑхальсем кашни ҫул лайӑхран та лайӑх, Шупашкартан артистсем чӗнтерсе уявлама тӑрӑшаҫҫӗ. Кӑҫал саккӑрмӗш хут.

Пӗлтӗрхи пекех кӑҫал та ҫав вырӑнтах уявларӗҫ ҫӗншӑхальсем уява. Така ашӗ ҫиме хӑнана район пуҫлӑхӗ те килсе ҫитнӗ. Унпа пӗрле районти чӑваш ял хутлӑхӗсен ертӳҫисем, пачӑшкӑсем, журналистсем. Звезда ял хутлӑхӗн администрацийӗ, Культура ҫурчӗн ӗҫченӗсем, вырӑнти шкул педагогӗсем тата вӗсене пулӑшакан хастарсен вӑйӗпе йӗркеленет Питрав. Унта йӑлтах вырӑнлӑ: спорт ӑмӑртӑвӗсем те, ярминкке те, ачасем вылямалли вырӑн та, ялти "кулибинсен" трактор парачӗ те. 

Ҫынсене кӑна хӑпарткалама йывӑр. Эстрада артисчӗсен концерчӗ тӗлне кӑна пухӑнса пӗтеҫҫӗ. Пуҫлама вара халӑх ялан сахалтарах. 

Петрпа Павел апостолсен уявне пуҫлӑхсемпе тӗн ҫыннисем хӑйсен сӑмахӗсенче пысӑк тимлӗх уйӑрчӗҫ. Район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров чӑвашла та саламласа пӑхрӗ ҫынсене. Хӑнасене нихҫан ҫука сенкер бейсболкӑсем тӑхӑнтартнӑ йӗркелекенсем.

Ирина Трифонова сӑнккерчӗкӗсем

 

 

Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: