Сувар

Ҫӗнӗ сӑвӑ "Роза-Кӗлчечек"

Ӑна кӗвве хывакан композитор тупӑнать-ши?

 

Сивӗрен ҫӑлса хӑвартӑм 
Кӗлчечексене. 
Мӗн тӑвӑн ӗнтӗ? Ҫанталӑк
Кайрӗ хӗл енне.
Пӳлӗмре паян гербарий
Кӗлчечексенчен.
Ҫӑвӗпе ҫеҫке сараҫҫӗ,
Кӗркунне – черчен.
припев:
Мӗн тума хитре-ши эсӗ
Роза-кӗлчечек? 
Куҫӑма епле илем-ши
Сан куҫусенчен?
Пурпӗрех эс илӗртетӗн
Хӑв илемӳпе, 
Пӗр сана юратӑп эпӗ
Пурнӑҫ тӑршшӗпе. 

Юрату чечекӗ теҫҫӗ
Пурте вӗсене.
Савнисем савса илеҫҫӗ
Кӗлчечексене.
Качча кайнӑ чух та роза
Аллинче хӗрсен. 
Роза пек илемлӗ пултӑр
Пурнӑҫ ҫамрӑксен.

Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (4)
Осталось символов:
  • 25 сентября 2019 - 15:00
    редактор сувара
    Кӗвӗ çыракансем пулсан suvar@mail.ru адреспа ярса пама ыйтатпăр
  • 25 сентября 2019 - 13:29
    Виталий
    Ырӑ кун. Епле Сире сӑвӑ ҫумне кӗвӗне кӑтартма пулать-ши?
  • 25 сентября 2019 - 02:02
    Без имени
    Теперь хут, Сывлӑх пултӑр! Пӗр вариант кӗвӗ хатӗр пуль тетӗп ку ҫӗнӗ сӑвӑ ҫумне. Сирӗн пата кмментари ҫумне файл ҫыпӑҫтарма пулать-ши?
  • 25 сентября 2019 - 01:52
    Без имени
    Здравствуйте!