Сувар

Нацпроектсем ҫынсен пурнӑҫне вӑрӑмлатаҫҫӗ

Вӗсем Раҫҫейре 2019 ҫултанпа Президентӑн "майри" указӗ тухнӑ хыҫҫӑн пурнӑҫланаҫҫӗ

Реклама

Раҫҫей ҫыннисен ӗмӗрӗ вӑрӑмланнине  Путин нацпроектсен ӑнӑҫӑвӗ тесе шутлать. 

Пирӗн ҫӗршывра чӗре чирӗсене, туберкулеза, ҫул ҫинчи аварисене пула вилекенсен шучӗ чакса пырать.
Владимир Путин ТАСС корреспондентне интервью панӑ. "Чи тӗп интегратор – ҫынсен пурнӑҫӗ вӑрӑмланни, вӑл мӗн пур ытти япалана тӗкӗрлет", – тенӗ ҫӗршыв пуҫлӑхӗ.
Ҫавӑн пекех Путин тӗрлӗ чир-чӗре пула вилекенсен шучӗ чакнине те палӑртнӑ. "Вилекенсем палӑртмаллах сахалланнине пула ҫынсен ӗмӗрӗ кӑҫал та вӑрӑмланнӑ", – палӑртнӑ Владимир Путин.
Наци проекчӗсем Раҫҫейре 2019 ҫултанпа Президентӑн "майри" указӗ тухнӑ хыҫҫӑн пурнӑҫланаҫҫӗ . Вӗсем ҫӗршывӑн стратегиллĕ аталанӑвӗнчи 12 ене пырса тивеҫҫӗ: «Сывлӑх сыхлав», «Вӗрентӳ», «Экологи», «Демографи», «Наука», «Культура», «Ҫурт-йӗрпе хула хутлӑхӗ» тата ыттисем.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа


Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: