Сувар

Ҫӳпӗ-ҫапӑ тирпейлекен завод ҫинчен

Ӑна хула ҫумне купаласа кӑна пырсан, эпир часах урама тухайми пулатпӑр.

 

Хусан ҫумӗнчи Осиново поселокӗ патӗнче мусор ҫунтаракан завод тӑвасси пирки тахҫанах калаҫаҫҫӗ. Ун майлисем те пур, хирӗҫлекенсем те сахалӑн мар. Нумай пулмасть ун тӗлне ҫул ан туччӗр тесе пикета тухнӑ ҫынсене ОМОН арестлени пирки пӗлтӗмӗр. Ватсапа видео те ҫӳрерӗ. 19 ҫынна тытса чарнӑ, йӗрке хуралҫисене пӑхӑнманшӑн административлӑ явап тыттарнӑ.
Кун хыҫҫӑн Хусан мэрӗ Ильсур Метшин, экологи министрӗ Александр Шадриков, ТР вице-премьерӗ Рустам Нигматуллин завода хирӗҫ общественниксемпе тӗл пулса лару-тӑрӑва сӳтсе явнӑ.
Экологи воспитанийӗ пирки пуҫламалла-тӑр калаҫӑва. Вӑл пирӗн – аслӑ ӑрӑвӑн, ҫамрӑккисен те – ҫукпа пӗрех. "Ҫӗршыв пысӑк, тислӗк валли вырӑн тупӑнать", – тесе шутлаҫҫӗ нумайӑшӗ. Ҫав вӑхӑтра тӗнчере экологи проблеми ҫав тери ҫивӗч тӑрать. Хусан ҫулсерен ӳссе-сарӑлса пырать. Урамӗсем илемленеҫҫӗ, ҫулӗсем тикӗсленеҫҫӗ, ҫӳпӗ-ҫапӑ курӑнмасть. Анчах та вӑл сахал мар пысӑк хулара. Ӑна хула ҫумне купаласа кӑна пырсан, эпир часах урама тухайми пулатпӑр. Самосырово свалки ҫумӗнче пурӑнакансем ӗнтӗ миҫе ҫул сывалма мар, таса шыв та ӑсса ӗҫеймеҫҫӗ. Ытти тӗлте те таса шыв пирки аванах мар лару-тӑру. Ҫакӑ йӑлтах этем ӗҫӗ-хӗлӗн "ҫимӗҫӗсем". Ҫӳпӗ-ҫапӑна пуҫтарса сортламасан, уйӑрса илме юрӑхсӑррине ҫунтарса ямасан, пуласлӑхра пире экологи катастрофи кӗтет. Ҫӳпӗлеме чарӑнмасть вӗт этем. Пурнӑҫ юхӑмне те чарма ҫук. Апла-тӑк мусор ыйтӑвне ыран мар, паян пурӑнакансем татса памалла.
Эпир пурте пуласлӑха ҫутӑ та таса курасшӑн, малашнехи пурнӑҫ ешӗл сӑрсемпе ӳкерӗнтӗр тесе тӑрӑшатпӑр. Ҫавӑнпа та манӑн шухӑш ҫакӑн пек: влаҫ тасалӑх гарантийӗ парать пулсан, тутӑр вӑл завода. Чармалла мар. Осиновора-и, урӑх ҫӗрте-и, ун валли вырӑн тупмаллах.

Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: