Сувар

Палиндромист кам вӑл?

Сӑвӑ йӗрки сулахайран cылтӑма та, сылтӑмран сулахаялла та пӗр пек вуланать пулсан, ҫак стиле палиндром теҫҫӗ

  Нумай пулмасть И.Я.Яковлев ячӗллӗ Чăваш патшалăх педагогика университечӗн шкулчченхи коррекциллӗ педагогикăпа психологи факультетӗнче хальхи чăваш литературинчи пултаруллă авторпа, талантлă тележурналистпа Марина Карягинăпа тата Чăваш наци конгресӗн президиумӗн пайташӗпе, Чăваш Республикин тава тивӗçлӗ вӗрентекенӗпе Геронтий Никифоровпа тӗлпулу иртрӗ. Вӗсем шкулчченхи вӗрентӳпе сервис кафедри йӗркеленӗ «Марина Карягина – ачасене» вулакансен конференцине хутшăнчӗç.
Марина Карягина тӗлӗнмелле чаплă поэт, çыравçă-палиндромист, талантлă журналист, фильмсен режиссерӗ тата сценарисчӗ. Студентсем çакна хăйсен куçӗпе курса ӗненчӗç. Вӗсем Маринăпа тата унăн пултарулăхӗпе çывăхрах паллашрӗç. М.Карягина – ЧР искусствăсен тава тивӗçлӗ деятелӗ, РФ Журналистсен тата Писательсен союзӗсен пайташӗ, Çамрăксен патшалăх премийӗн, «Чӗнтӗрлӗ чаршав» республикăри театр искусствин конкурсӗн, Чăваш Республикин литературăпа искусствăри патшалăх премийӗн, Митта Ваçлей тата Çемен Элкер ячӗллӗ премисен лауреачӗ. 20 ытла кӗнеке авторӗ.
Тӗлпулура студентсем Марина Федоровнăна нумай ыйту пачӗç, унăн хайлавӗсем тăрăх тунă иллюстрацисемпе паллаштарчӗç, сочиненийӗсене вуласа пачӗç. Çак тӗлпулу студентсене тата та тăрăшарах вӗренме хавхалантарасса, пурнăçра хăйсен вырăнне тупма пулăшасса шанас килет.

Светлана МИХАЙЛОВА,
доцент.
Г.Никифоров сăнӳкерчӗкӗ.

Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: