Сувар

Парламент пӗлтӗрхи ӗҫне пӗтӗмлетрӗ

Юрий Камалтынов шучӗпе, ТР Президенчӗ Рустам Минниханов тепӗр хут та суйлава хутшăнма пултарать

Ҫӗнӗ ҫул умӗн Тутарстан Патшалăх Канашӗн черетлӗ пресс-конференцийӗнче парламент председателӗн çумӗ Юрий Камалтынов «Единая Россия» фракцин виçӗ уйăхра тунă ӗçӗсене пӗтӗмлетрӗ. Фракци çӗнӗ, вăл йӗркеленни те виçӗ уйăх ытларах кăна. Иртнӗ пухăвăн çулталăкри ӗçӗсемпе маларах паллаштарнăччӗ.

Юрий Камалтынов палăртнă тăрăх, «Единая Россия» фракцирен Патшалăх Канашне 82 депутат кӗнӗ. Вӗсенчен 44-шӗ списокпа, 38-шӗ уйрăм мандатпа суйланнă. Юрий Зимелевича фракцин ертӳçи пулма шаннă. Ун сăмахӗсемпе фракци «Единая Россия» партин регионти ӗç тăвакан уйрăмӗпе тачă çыхăнса ӗçлет. Ку паянхи ыйтусене вăхăтлă татса пама пулăшнине палăртрӗ. «Фракцин социаллă сетьсенчи аккаунчӗсене çынсем уйрăм депутатсене тав туни – пирӗншӗн чи пысăк кăтарту. Конкретлă ӗçшӗн конкретлă депутата тав тăваççӗ. Хăшне операци тума, теприне çурт-йӗр ыйтăвне татса парса тата ытти енӗпе пулăшнă. Çав тери кăмăллă ун пеккисене вулама. Унтан та ытларах хавхалантараканни урăх çук», – терӗ​ парламент председателӗн çумӗ.

Юрий Камалтынов пӗлтернӗ тăрăх, Патшалăх Канашӗнче йышăннă 38 закон проектӗнчен 20-шне единороссем сӗннӗ. Патшалăх Думипе хутшăнса ӗçлессине те вăйлатнă. Унти «Единая Россия» фракци çумӗнче закон проекчӗсене пăхса тухассипе ятарлă комисси ӗçлет. Сӗнӳсене чи малтан унта яраççӗ. Комисси закон проектне йышăнчӗ-тӗк, Патшалăх Думинче йышăнасси пирки иккӗленӳ çук тесе палăртрӗ Юрий Зимелевич. Çапла тутарстансен авариллӗ çурт-йӗрпе, сулăм укçипе çыхăннă законсене улшăнусем кӗртессине йышăннă. Хальхи вăхăтра РФ 131-мӗш законне улшăнусем кӗртессипе ӗç пырать. Ăна йышăнас пулсан патшалăх власть органӗсен представителӗсем,​ муниципаллă йӗркеленӳсен пуçлăхӗсем коммерцилле мар организацисене ертсе пыма пултараççӗ. Закон хирӗçлесен те паянхи кун влаçра тăракан çынсенчен нумайăшӗ спорт федерацийӗсене, обществăлла канашсене ертсе пырать. Комисси улшăнăва ырласа йышăннă, апла законри çӗнӗлӗх вăя кӗме пултарать. Тепӗр пуçару – фракци çумӗнче çамрăксен политикине пурнăçлассипе комисси йӗркелесе ярасси.
Тӗп ӗç шутне депутат обществăлла приемнăйсенче çынсене тӗрлӗ ыйтусемпе йышăннине кӗртрӗ. Юлашки уйăхсенче кăна 63 йышăну йӗркеленӗ, 1000 ытла çыннăн ыйтăвӗсене ӗçе илнӗ. Юрий Камалтынов пӗлтернӗ тăрăх, çынсем ытларах хулапа ял таврашне тирпей-илем кӳртес ыйтупа пыраççӗ. Парти «Пирӗн картиш» проект хута ярса питӗ тӗрӗс тунине палăртрӗ спикер. Иккӗмӗш вырăнта – çурт-йӗр проблемисем. Халăхран килекен ыйтусене ӗç тăвакан власть патне çитерес енпе халӗ экс-министр Марат Ахметов яваплă. Ку вăхăта вăл мӗнпур ведомствăпа министерство ертӳçисемпе тӗл пулма ӗлкӗрнӗ.
Çитес çулхи тӗп ӗçсен шутӗнче – ТАССР – 100, Аслă Çӗнтерӳ – 75 çул тултарни, ТР Президенчӗн тата​ вырăнти власть представителӗсен​ суйлавӗсем. Ку енӗпе парти активлă ӗçлеме хатӗрленет.
Юлашкинчен парламент председателӗн çумӗ журналистсен ыйтăвӗсене хуравларӗ. Вӗсенчен пӗри республика ертӳçин суйлавӗпе çыхăнчӗ.
Юрий Камалтынов шучӗпе, ТР Президенчӗ Рустам Минниханов тепӗр хут та суйлава хутшăнма пултарать. Пӗрремӗш хут ăна çӳлтен хушнипе лартнă, ытти икӗ хутӗнче кăна халăх сасăлавӗпе суйланнă. Законпа килӗшӳллӗн, суйлава виçӗ хутчен хутшăнма ирӗк пур. ​

Ирина ТРИФОНОВА.
Сăнӳкерчӗк gossov.tatarstan.ru сайтран.

  

Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: