Сувар

Пăва Ентешлӗхӗн пайташӗсем ветерансемпе тӗлпулчӗç

Пӳркел ветеранӗсен Хисеп грамоти ялти паллă вырăнта çакăнса тăрӗ.

Çулсерен Пăва Енетешлӗхӗ тăван районӗнче ыркăмăллăх акцийӗ ирттерет. Çӗнӗ çул умӗн те яланхи йăлапа Ентешлӗх правленине кӗрекен хастарсем Пăвари ваттисен çуртне парнесем илсе килчӗç. Унта ватă çынсемпе пӗрле концерт курчӗç. Вырăсла, чăвашла, тутарла юрăсем итлесе савăнчӗç.
Маршрутра ентешсен Пăва районӗнчи ветерансен канашӗнче пуласси те пурччӗ. Çак юхăм Пăва районӗнче йӗркеленнӗренпе 30 çул çитнӗ. Çитӗнӗвӗсем те çук мар. Пӳркел ялӗнчи Вететансен каншӗ кăçал Тăван Çӗршывăн Аслă вăрçинче çӗнтернӗренпе 75 çул çитнине халалланă республика конкурсне хутшăннă. Унта ветерансен организацийӗн ӗçӗ-хӗлӗ пирки альбомсем хатӗрлемелле пулнă. Тутарстанри Ветерансен Каншӗн Президиумӗн йышăнăвӗпе Пӳркел пенсионерӗсен (вӗсене Н.А.Малышева ертсе пырать) ӗçӗ республикăри ялсем хушшинче 1-мӗш вырăн йышăннă. 
 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа


Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: