Сувар

Паян республикăра тепӗр çын коронавирусран вилнӗ

Чи нумай чирленисем Хусанта (75), Ешӗлварта -6 çын. Чăвашсем йышлăн пурăнакан районсенче: Пăвара – 3, Нурлатра – 1, Апасра – 3.  Çӗпрел, Аксу, Анат Кама районӗсенче паян коронавирус ернисем çук. 

 Хӗртсе хӗвел пăхнă чух килте ларас килмесен те, лармах тивет. Ку уйрăмах хуласенче пурăнакансене пырса тивет. Шел те, чир чакма шутламасть те. Паян Тутарстанра тепӗр 102 çын чирлени паллă пулчӗ. Вӗсенчен 10-шне больницăна илсе кайнă, тепӗр 92-шӗ килте сипленет, вӗсен симптомӗ е вуçех палăрмасть, е пит йывăрах мар. Чире халӗ ютран илсе килмеççӗ тесен те юрать-тӗр, мӗншӗн тесен маларах чирленисенчен сарăлать. Паян чир палăрнă 102 çынран 101-шӗ те акă, ют çӗре тухса çӳремен, ютран килнисемпе хутшăнман. Чир çаклатнисенчен ытларахăшӗ çамрăксем – 18-30 çулсенчисем 40-ӗн, 30-50 çулсенчисем  23-ӗн. 

Реклама

Географи тӗлӗншӗнчен пăхсан, чи нумай чирленисем Хусанта (75), Ешӗлварта -6. Чăвашсем йышлăн пурăнакан районсенче: Пăвара – 3, Нурлатра – 1, Апасра – 3 Аксу, Çӗпрел, Аксу, Анат Кама районӗсенче паян коронавирус ернисем çук. 

Çапла вара Тутарстанра пандеми пуçланнăранпа пурӗ 1310 çын коронавируспа чирленӗ.184-шӗ сывалнă. Шел те, паян хурлăхлă статистикăна тепӗр çын хушăнчӗ. Коронавирусран тепӗр çын вилни палăрчӗ. Вăл 1969 çулхи Çырчалли арçынни. Больницăна апрелӗн 19-мӗшӗнче выртнă пулнă. Хальхи вăхăтра больницăсенче çак чиртен 395 çын сипленет. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа


Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: