Сувар

Паян Уяв вӗçленчӗ

Мероприяти онлайн майӗпе иртрӗ пулин те эпир Уявăн атмосферине, кăмăлне туллин туйма пултартăмăр. Аксу, Элкел, Çарăмсан, Элмет, Çӗпрел тата ытти районсенче фольклор ушкăнӗсен юрри-ташши, уяв йăлисене туни ăмăртмалла тенӗ пек социаллă сетьсенче тухса пычӗ. Калăн пӗтӗм тӗнче чăваш культурине чăмнă. Паллах, ку питӗ савăнтарать.

Паян республикăра чăвашсен Уявӗ кӗрлесе иртрӗ. Ик эрнене яхăн пычӗ Уяв программи. Социаллă сетьсенче кашни кун #Уяв2020 хештегпа фольклор ансамблӗсен, уйрăм юрăçсен выступленийӗсене, культура, обществăлла ӗçченсен, тӗрлӗ шайри пуçлăхсемпе ертӳçӗсен саламӗсене курма пулчӗ. Мероприяти онлайн майӗпе иртрӗ пулин те эпир Уявăн атмосферине, кăмăлне туллин туйма пултартăмăр. Аксу, Элкел, Çарăмсан, Элмет, Çӗпрел тата ытти районсенче фольклор ушкăнӗсен юрри-ташши, уяв йăлисене туни ăмăртмалла тенӗ пек социаллă сетьсенче тухса пычӗ. Калăн пӗтӗм тӗнче чăваш культурине чăмнă. Паллах, ку питӗ савăнтарать.

Июлӗн 11-мӗшӗ чăвашсен авалтан пыракан йăлин кульминацийӗ пулчӗ. YouTube-ри Татфолк каналта чăваш коллективӗсен концерчӗ темиçе сехете пычӗ. Çак площадкăрах ТР Президенчӗ Рустам Минниханов, ТР культура министрӗ Ирада Аюпова, йӗркелӳçӗсемпе праçник хăнисен саламне курма пулчӗ. «Уяв паян çак майпа иртни пӗр енчен лайăх. Йăласем хăйсен тарăн та вăрттăн пӗлтерӗшне кура иртеççӗ. Тен, çапла кирлӗччӗ пулӗ. Уяв тӗлӗнмелле илемлӗ, асра юлакан праçник. Пурне те саламлатăп. Ырлăх-сывлăх, телей сунатăп. Сывлăхӗ паня тата та кирлӗрех. Çакна та манар мар: иртнине, аваллăха упраса хăвармасан пуласлăх та çук. Уяв ячӗпе сире, тутарстансем!», – тесе саламларӗ культура министрӗ.  

Уяв Аксу районӗн Культура çурчӗ хатӗрленӗ чаплă прологпа вӗçленчӗ. Ансамбльсем майдана пуçтарăнса çумăр ыйтас, çӗре савăл çапса кӗртсе йăласене туса ирттерчӗç. Ку ӗнтӗ ырă ӗçсен пуçламăшӗн символӗ пулса тăрать. Кăнтăрлаччен 11.00 сехетре кӗçӗнсӗнчелсем Уявăн йăлисемпе паллаштарчӗç. Кăнтăрла 12.00 сехетре ТНВ телеканалăн «Каравай» кăларăмӗ те аксусен Уявӗпе паллаштарчӗ. Питӗ тивӗçлӗ те çӳллӗ шайра иртрӗ кăçал Уяв. Вăл куракансемшӗн кăна онлайн иртрӗ. Ансамбльсемпе культура ӗçченӗсен çак вунă кун ытла вăхăтра канма вăхăт пулмарӗ. Уяв кăçал чăннипех те авалхи йăласене вырăна хурса чăннипе иртрӗ. 

Автор сăнӳкерчӗкӗсем.    

 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа


Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: