Сувар

Пичет ӗçӗсен тилхепи çӗнӗ çынна куçрӗ

Унччен Агентствон ертӳçи пулса ӗçленӗ Айрат Зарипов ТР Патшалăх Канашӗн депутатне суйланнипе ку вырăнтан кайрӗ.

Паян республикăри хаçатсемпе телевиденисен редакцийӗсене çӗнӗ машинасем пачӗç. Редакторсене çăмăл авто уççисене ТР Президенчӗн Аппарачӗн ертӳçи Асгат Сафаров пачӗ. Чаплă церемони умӗн вăл пухăннисене Республикăри пичет тата массăллă коммуникацисен агентствин çӗнӗ ертӳçипе паллаштарчӗ. Республика пуçлăхӗн указӗпе ТР Президенчӗн Аппаратӗнсе Информаципе аналитьика управленине ертсе пынă Айдар Салимгараева лартнă çак вырăна. Унччен Агентствон ертӳçи пулса ӗçленӗ Айрат Зарипов ТР Патшалăх Канашӗн депутатне суйланнипе ку вырăнтан кайрӗ.   
Айдар Салимгараев «Татмедиашăн» çӗнӗ çын мар. Акционерлă обществора вăл 2012 çулччен Генеральнăй директор должноçӗнче ӗçлерӗ. Редакторсемпе журналистсем çак çынна аван пӗлеççӗ. Пухăннисем пурте çӗнӗ ертӳçе ӗçре ăнăçу сунчӗç.    


 

Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: