Сувар

Пирӗн республикӑра миҫе самозанятый ӗҫлет?

Енчен те хӑй ҫине ӗҫлекенӗн тупӑшӗ 2,4 млн тенкӗрен иртрӗ пулсан, унӑн ИП уҫмалла пулать е НДФЛ тӳлемелле. 

 2019 ҫулхи январӗн 1-мӗшӗнчен Тутарстанра самозанятыйсем валли ҫӗнӗ налог кӗртнӗ. Ҫак налог режимӗ ҫине республикӑра 32 пин ытла ҫын куҫнӑ ӗнтӗ. 

"Мой налог" системӑра регистрациленни мӗн парать?

Тӗлӗнмелле, ҫапах шкул ачисем кӗрӗшеҫҫӗ иккен ҫак ӗҫе. 10-мӗш класра вӗренекен 15-ри Алия Мингазова каласа панӑ тӑрӑх, вӑл ашшӗ-амӑшӗпе канашланӑ хыҫҫӑн "Мой налог" приложение уҫласа илнӗ. Госуслуги портал урлӑ регистраци иртнӗ. Ҫакна килтен тухмасӑрах тума пулать. Алия ҫӗвӗҫ ӗҫне хутласа янӑ. Тутарсен яналиф алфавичӗпе усӑ курса вӑл тумсем ҫине тӗрлӗ сӑмахсем ҫырать, илемлетет. Технологи урокӗсенче ҫӗвӗҫ профессине алла илни те пулӑшать ӑна. Халӗ ҫынсем алӑ вӗҫҫӗн тунӑ япаласене хаклаҫҫӗ. 

Сыр тӑвакан самозанятый Данияр Гумаров та 14-ра кӑна. Услам ӗҫне вӑл "Фабрика предпринимательства –Дети" конкурса хутшӑннӑ хыҫҫӑн кӳлӗннӗ. Экспертсем унӑн сыроварнине "Чи лайӑх инвестпроект" тесе хакланӑ. 

Акӑ ӗнтӗ 9 уйӑх ачине пула Гумеровсем ҫемйипе 12 тӗслӗ сыр туса кӑлараҫҫӗ: моцарелла, буррата, сулугуни, халлумис, фета, рикотта, качотта, маасдам тата ытти те.

Самозанятыйсен налогне укҫана саккас паракансенчен тӳррӗммӗн илекен тӳлет, енчен те вӑл ӗҫ килӗшӗвӗпе тата ҫынсене тара илмен пулсан. Самозанятыйсем валли ятарлӑ налог режимне суйласа илсен ИП пек регистрациленме кирлӗ мар. 

Юридически сӑпатсемпе ӗҫлекен самозанятыйӑн тупӑшран 6 процент налог тӳлемелле. Ҫакӑншӑн ӑна патшалӑх 2 процент налогне (10 пин тенкӗ таран) тавӑрать. 

Енчен те самозанятый ҫынсенчен укҫа илет пулсан, унӑн патшалӑха 4 % налог тӳлемелле. Вӑл 1 процент вычет тавӑраять. 

Енчен те хӑй ҫине ӗҫлекенӗн тупӑшӗ 2,4 млн тенкӗрен иртрӗ пулсан, унӑн ИП уҫмалла пулать е НДФЛ тӳлемелле. 

Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: