Сувар

Пиртен тухнă йăла мар, пирӗнпе ан пӗттӗр

Ăна ăсатмасан уяв хӗрӗ макăрса çӳрет тенӗ ваттисем.

– Уява лайăх ирттертӗмӗр, çын нумай пулмасан та, кăмăлпа, – тет Акрелӗнчи пӗр Питрава та сиктермен Михаил Кваков. – Яланхилле кăнтăрла иртсен тăваканччӗ, кăçал шăрăха пула ирхине вуннăсенчех пуçларăмăр та кăнтăрлана вӗçлерӗмӗр.


Тутарстан районӗсенчи чăваш ялӗсенчи яланхи йăласене кăçал асăрханса ирттереççӗ. Вирус чакнă пулсан та, пӗтмен. Хуласенче те, ялсенче те ăна ертес хăрушлăх пӗтмен-ха. Çавăнпа Çарăмсан районӗнче те официаллă пуçлăхсем пит çывăха пымаççӗ кун пек мешехесем патне. Асăрханаççӗ, яваплăхӗ кайран вӗсем çине тиенет-вӗт. Юрать-ха чарман. Вăл та лайăх. Уява ăсатмасан уяв хӗрӗ макăрса çӳрет тенӗ ваттисем.

Июлӗн 11-мӗшӗччен ял укăлчи патӗнче каçхи Уяв тунă. 12-мӗшӗнче Питравра урамсемпе «юхса», тăкăрлăксенче чарăнса ташла-ташла Уява ăсатса янă акрелсем.
Тата тепӗр пулăмпа та Акрелӗнчи Питрав асра юлать. 1921-1922 çулсенчи выçлăха пула вилнӗ ял çыннисенче асăнса масар çинчи тӗванла вилтăпри çине чечек çыххисем хураççӗ акрельсем.

Ун хыççăн Хăва хушши ятлă кӳлӗ хӗрринче чăваш ялӗсенчи клуб ӗçченӗсем Питрава халалласа онлайн-концерт тунă. Унта йăвашкелсем, лагеркăсем, йӗлмелсем, ульяновкăсем тата, паллах, акрелсем хутшăннă. Акрелсем хăнасем валли 40 литр пулă шӳрпи, техӗмлӗ курăксенчен тутлă чей хатӗрленӗ.
ВК-ри «Аншлаг Аккиреева» ушкăнри сăнӳкерчӗксем

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа


Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: