Сувар

Питӗрти чӑвашсен ертӳҫи ЧР культура министрӗпе тӗлпулнӑ

Валериан Гаврилов Роза Лизаковӑна «Юрату» ансамбль сӑнӳкерчӗкӗллӗ календарь парнеленӗ

Реклама

 

Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, Чӑваш Ене Питӗрти хастар чӑваш, Валериан Гаврилов, килнӗ. Вӑл республикӑн культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министрӗпе Роза Лизаковӑпа тӗл пулнӑ. Валериан Анатольевич Питӗрти тата Ленинград облаҫӗнчи чӑваш хастарӗсем юлашки ҫулсенче епле ӗҫлени ҫинчен каласа кӑтартнӑ. Унти икӗ организаци регионри ултӑ  программа пурнӑҫа кӗртет. Чӑваш культурин «Чӑваш тӗнчи» интерактивлӑ музейӗ аван ӗҫлет. Музей ертӳҫисем — Валентина Пиличева тата Валериан Гаврилов. "Чӑваш чӗлхин тата культурин тӗнчинче" клуб, чӑваш чӗлхи курсӗ (ертӳҫи — Анастасия Бахматова), чӑваш тӗррин кружокӗ (ертӳҫи — Алевтина Челнокова) тата ыттисем ӗҫлеҫҫӗ. Валериан Гаврилов (вӑл — экономика ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ) ертсе пыракан ӑслӑлӑхпа тӗпчев тата шырав лабораторийӗ пур. Питӗрти чӑвашсен ентешлӗхӗ кӗнеке-календарь кӑларма хатӗрленет.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа


Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: