Сувар

Планран икӗ ҫул маларах

Наци проекчӗсене Раҫҫейре 2019 ҫултанпа РФ Президенчӗн Владимир Путинӑн "майри" указӗ тӑрӑх ӗҫе кӗрсте пыраҫҫӗ

Патшалӑх услугисене цифровизацилессине Тутарстан 2022 ҫулта (палӑртнӑ вӑхӑтран 2 ҫул маларах) 70 процента ҫитерме палӑртать. Ҫакӑн ҫинчен ТР Цифра аталанӑвӗн министрӗ Айрат Хайруллин брифингра пӗлтерчӗ.
"Цифрӑллӑ патшалӑх управленийӗ" федераллӑ проектӑн тӗп тӗллевӗ – 2024 ҫула приоритетлӑ патшалӑх услугисене 100 проценчӗпех кантурсене кайса ҫӳремесӗр илме май туса парасси. Граждансем тата бизнес патшалӑхпа хутшӑннӑ чухне цифрӑллӑ сервиссемпе 70 процент таранччен усӑ курччӑр тетпӗр", – тесе пӗлтернӗ Хайруллин.
Анчах, ун сӑмахӗсемпе, Тутарстан ҫак кӑтарту патне 2022 ҫултах ҫитме пултарать. Паянхи куна цифрӑллӑ мелпе патшалӑх ҫӑмӑллӑхӗсен 42,5 процентне илме пулать.
Пӗтӗмӗшле илсен патшалӑх управленийӗн цифрӑллӑ меслетне аталантарни "Цифра экономики" наци проекчӗн тӗп енӗ пулса тӑрать. Вӑл республикӑра патшалӑх тата муниципаллӑ услугӑсемпе тивӗҫтерекен пӗрлехи платформа пулса тӑрать, ҫавӑн пекех патшалӑх управленийӗн системине эффективлӑрах тума пулӑшать.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа


Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: