Сувар

Президент чӑваш килӗнче

- Уяв питӗ илемлӗ праҫник. Хӑш наци ҫынни пулсан та, эпир кунта пурте пӗрле, - тӗрӗ Рустам Нургалиевич. - Малашне те ӑна ҫапла пӗрле ирттересчӗ.

Ӗнерхи республика Уявӗнче Рустам Минниханов та, Михаил Игнатьев та чӑваш кӗписем тӑхӑнчӗҫ. Маларах вӗсем бейсболка тӑхӑнса е алшӑлли ҫакса яратчӗҫ. Хальхинче Уяв вӗҫлениччен тӗрленӗ арҫын кӗписем пе ҫӳрерӗҫ.

Официаллӑ сӑмах калама та икӗ республика пуҫлӑхӗ чӑваш кӗписем пех тухрӗҫ. 

- Наци костюмӗсене тӑхӑнса эпир йӑлтах улшӑнса кайрӑмӑр та ҫак уявӑн чӑн-чӑн хутшӑнаканӗсем пулса тӑтӑмӑр, - тӗрӗ ТР Президенчӗ. 

Вӑл ҫак мероприятие йӗркелекенсене пурне те, регионсенчи хӑнасене, Чӑваш Республикин ертӳҫипе унӑн командине тав тӳрӗ. Уяв ӑна питӗ килӗшнине пӗлтерчӗ.

- Уяв   - питӗ илемлӗ праҫник. Хӑш наци ҫынни пулсан та, эпир кунта пурте пӗрле, - тӗрӗ Рустам Нургалиевич. - Малашне те ӑна ҫапла пӗрле ирттересчӗ.

Реклама

Вӑл ҫак мероприятие йӗркелекенсенчен пӗрне, районти РДК директорне Ольга Копоневӑна "ТР Культура тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ" ята парса чысларӗ. Унпа пӗрле хисеплӗ звание Ҫӗнӗ Ӳселӗнчи СДК режиссерӗ Алим Идиятуллину тата Лениногорск районӗнчи Ҫӗнӗ Шешкелӗнчи клубӑн илемлӗх ертӳҫи Лидия Матвеева тивӗҫрӗҫ. 

Чӑваш Республикин юрӑпа ташӑ ансамбльне ТР Президенчӗн Тав ҫырӑвне пачӗ Рустам Минниханов.

Михаил Игнатьев хӑйӗн Тав ҫырӑвӗпе алӑ сехетне Аксу районӗн пуҫлӑхне Камиль Гилманова пачӗ, ТР ЧНКА ертӳҫине Дмитрий Самаренкина "Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн" медальпе наградӑларӗ.

Аксусем мӗн кӑтаринисене курса ҫӳренӗ чухне Президент уйрӑмах чӑвашсен кил-ҫурт хуҫалӑхӗпе кӑсӑкланчӗ. Унта ӑна районти ЧНКЦ председателӗ Роза Чентаева тата ӑна пулӑшакансем кӗтсе илсе ҫурт ӑш-чиккипе паллаштарчӗҫ.

Роза Николаевна чӑваш пурнӑҫӗ ҫинчен йӑлтах тӗплӗн ӑнлантарса панӑ. Асӑнмалӑх сӑн ӳкерӗнмесӗр кӑларса яман чӑвашсем пуҫлӑхсене. 

Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: