Сувар

Президент дистанциллӗ вӗрентӳ меслечӗсене тӗрӗслет

Каникулсем мартӑн 31-мӗшӗччен тӑсӑлӗҫ

  

Рустам Минниханов Хусанти 131 номерлӗ лицейре пулса республикӑра коронавируса хирӗҫ кӗрешсе дистанциллӗ вӗрентӗве мӗнле йӗркеленине тӗрӗсленӗ.
Президент геометри, акӑлчан чӗлхи урокӗсенче пулса курнӑ, ачасене саламланӑ. Рустам Минниханов шухӑшӗпе вӗрентӗвӗн ҫӗнӗ формачӗ ҫине куҫни пӗлӳ пахалӑхӗ ҫине витӗм кӳма тивӗҫ мар. Вӑл ТР Вӗрентӳ министерствине системӑна апрелӗн 1-мӗшӗ, каникулсем вӗҫленнӗ тӗле хатӗрлесе ҫитерме хушнӑ.
Яндекс тата Сбербанкӑн Онлайн-платформисенче вӗрентӗве тестлаҫҫӗ, ҫакӑн пек меслет пӗр вӑхӑтрах 100 вӗренекен валли урок илсе пыма май парать.
Маларах ТР вӗрентӳпе наука министрӗ Рафис Бурганов, дистанциллӗ меслетпе шкул занятийӗсене мартӑн 19-21-мӗшӗсенче йӗркелессине пӗлтернӗччӗ ӗнтӗ. Шкул ачисем вӗреннӗ материала аса илӗҫ тата уроксен тренировкине ирттерӗҫ. Вӗсен канмалли кунӗсем мартӑн 31-мӗшӗччен тӑсӑлӗҫ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа


Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: