Сувар

Президент ҫынсене малтанхи пекех йышӑнма хушнӑ

Коронавируса пула кӗртнӗ ятарлӑ режим массӑллӑ спорт тата культура мероприятийӗсене ирттерме чарать.

Коронавирус сарӑлнинчен сыхланса республикӑра апрелӗн 15-мӗшӗччен ятарлӑ санитарипе эпидемиологи режимне кӗртнӗ. 

Тутарстан Президенчӗ Рустам Минниханов министерствосемпе ведомствосен, муниципаллӑ йӗркеленӳсен представителӗсене граждансене штатлӑ режимпа йышӑнма йышӑнма явапланӑ.

"Пирӗн республикӑра пурӑнакан гражданин патшалӑх влаҫ органне пырсан, ӑна йышӑнманни ан пултӑр, – тенӗ Президент шӑматкунхи планеркӑра.
"Ятарлӑ санитарипе эпидемиологи режимне  пула ӗҫе ҫӑмӑллатса яма юрамасть",– палӑртнӑ республика ертӳҫи.

Ҫавӑн пекех Президент вырӑнти ертӳҫӗсене  лавккасемпе аптекӑсенче кирлӗ продукци пуррипе ҫуккине, вӗсен хакӗсене хӑйсен тухса тӗрӗслемелли ҫинчен каланӑ.  

Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа


Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: