Сувар

Президентăн ӗç графикӗ улшăнман

Рустам Минниханов коронавируса пула кун йӗркине улăштарман. Ӗнер вăл продовльстви лавкисенчен пӗрне хăй пырса тӗрӗсленӗ

Йăла тăрăх ТР Президенчӗн пресс-службин ертӳçи Лилия Галимова кӗçнерникун пресс-конференци ирттерчӗ. Вăл онлайн-меслетпе иртрӗ. tatarstan.ru сайтра тӳрӗ эфир трансляцийӗ пынăран унта Хусантисем кăна мар, районсенче ӗçлекен журналистсем те хутшăнма пултарчӗç. Ыйтусене «Ватсапп» урлă параççӗ. Пресс-секретарь вӗсем çине çийӗнчех хуравлать. Питӗ меллӗ меслет шыраса тупнă пресс-служба коронавирусран хӳтӗленнӗ вăхăта. Ку методикăна вӗсем малашне те усă курӗç тесе шутлас килет. Мӗншӗн тесен Министрсен Кабинетне килсе çӳресси çук, ӗç вырăнӗнченех ыйтусем пама пулать, информацие вулакансемпе куракансем патне хăвăртрах çитереетпӗр.

Руспубликăри лару-тăрăва ăнлантарнипе çыхăннă тӗп докладне вӗçленӗ хыççăн Лилия Галимова «Сувар» хаçат журналисчӗ çырса янă ыйту çине те хуравларӗ.

«Ажиотажпа усă курса лавкасенче ӗçлекенсем кирлӗ таварсен хакӗсене ӳстернине асăрхасан, çынсен ăçта евитлемелле?» – тесе ыйтать «Сувар» хаçат. – тет Лиля Камилевна. – Эпӗ каланăччӗ ӗнтӗ, мартăн 16-мӗшӗнче ТР Президенчӗ лавккасенче продуктсем пуррипе çуккине, вӗсене сутассине тӗрӗслесе тăракан оперативлă штаб йӗркеленӗ. Ыттисемпе пӗрле унта унта ТР Ял хуçалăхпа продовольстви министерствин, Монополие хирӗç кӗрешекен федераллă служба (ФАС) ӗçченӗсем кӗреççӗ. Специалистсем кунсерен лавкасем тăрăх тӗрӗслесе çӳреççӗ. Енчен те хаксене ытлашши ӳстерсе янине асăрхасан – шатбăн нумай каналлă телефонӗ – 88002225900. Ку ыйтпа ТР Шалти ӗçсен министерствин сотрудникӗсем те ӗçлеççӗ, тишкерӳ полици енӗпе те пырать. Вӗсене те систерме пулать.» – пулчӗ хурав.   

Апат-çимӗç çинчен каланă май, Лилия Галимова республикăри ял хуçалăх производителӗсен çурхи ярминккесем Хусанта мартăн 28-мӗшӗнче пуçланасси çинчен те пӗлтерчӗ.

Çӗнӗ йышши чире медиксемпе инфекционистсем тӗплӗн тӗпчеменнине кура Раççей те, Тутарстан та хӳтӗленӗвӗн çирӗп мелӗсемпе усă курать. РФ Правительствин 66-мӗш постановлениӗ тăрăх, Коронавирус этемшӗн хăрушă чирсен шутне кӗртнӗ. Карантин условийӗсене пăхăнман, унран тарса çӳрекен çынсене пысăк яваплăх тыттарма пултараççӗ. «Вăхăтлăх чарусен тӗп тӗллевӗ – çынсен сывлăхне упрасси. Ăнланма ыйтатпăр» – ăнлантарать Президента пулăшакан.

Медиксем лару-тăрăва алăра тытса тăраççӗ. Хальлӗхе коронавируспа çыхăнма пултаракан граждансене икӗ категорие пайлаççӗ: 1. Çак кунсенче ют (кирек хăшӗнчен) çӗршывран килнӗ çынсем. Вӗсенче чир пур-и, çук-и, – пурин те икӗ эрнелӗх карантин иртмелле; 2. Хăйсен сывлăхӗ пирки пăшăрханакан вырăнти çынсем. Чир ерни пирки иккӗленӳ пуррисен, ӳслӗк е температура пуррисен (вӗсем ют çӗршывсенчен килнисемпе хутшăнман пулсан) – вырăнти поликилиникăна кайса анализсем памалла.

Ыйтусем пӗринчен тепри çивӗч. Тӗслӗхрен, Вӗренекенсене каникула ярса шкулсене хупнă. Ача сачӗсене мӗншӗн хупмаççӗ?

«Дезинфекци тӗлӗшӗнчен тата тасалăх енӗпе ача сачӗсем чи малта пыракан организацисем,» – пулчӗ пресс-секретарӗн татăклă хуравӗ.

Кашни районра коронавируспа кӗрешекен оперативлă штаб йӗркеленет, унта «хӗрӳ лини» системи пулать. Вӗсем пӗччен пурăнакан ватăсене продуктсем, эмелсем леçекен, коммуналлă çăмăллăхсемшӗн тӳлеме пулăшакан волонтер ушкăнӗсем тăваççӗ. Ку ӗçе ТР Çамрăксен министерстви тата район администрацийӗсем кӗрӗшеççӗ.  

Савăнтаракан хыпарсем те пур. Тутарстанра антисептиксем туса кăларакан икӗ предприяти ӗçлет. Вӗсем производствине ӗнтӗ ӳстернӗ.  

РФ Правительствин йышăнăвӗпе çывăх вăхăтра регионсене 700 000 ытла тест-система çитереççӗ. 

Тутарстанри коронавирус ертнӗ Франци çыннин сывлăхӗпе те кăсăкланчӗç журналистем.

«Хусанта инфекци пульницинче выртакан коронавирус ертнӗ Франци çынни хăйне лайăх туять. Врачсем ун сывлăхне тимлесех тăраççӗ, «удовлетворительно» тесе палăртаççӗ. Анчах та, анализӗсем лайăхланаççӗ пулсан та, палăртнă вăхăт иртмесӗр ăна пульницаран кăлармӗç,» – пулчӗ официаллă хурав.

«Тутарстан Президенчӗ ӗç кунӗнче нумай çынна алă тытать, мӗнле сыхланать вăл коронавирусран?» – ыйтнă пӗр агентствон журналисчӗ.

«Алă çăвать,» – кӗскен хуравларӗ Лилия Галимова.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа


Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: