Сувар

Пропискăсăр вӗлле хурчӗ – нелегал шутланмасть

ТР Ял-хуçалăх министерстви паспорт илес текен утарçăсене Патшалăх ветеринари пӗрлешӗвӗн районсенчи уйрăмӗсене пыма сӗнеççӗ. (843) 221-75-88 номерпа проектăн кураторӗсем консультаци параççӗ.

Раççейре çынсем те выльăхсем те «витӗр курăнакан» пулчӗç ӗнтӗ. Халӗ тата утарсене шута илес тӗллев лартнă чиновниксем. Ку шухăш пӗр ахальтен кăна çуралман. Пӗлтӗр çӗршывра, уйрăмах Атăл тăрăхӗнче хирсенчи рапс тата ытти чечеклӗ культурăсене наркăмăшлă имçам сапнипе хуçалăхсенче нумай вӗлле хурт чакнăччӗ. Пысăк скандал çӗкленчӗ. Пӗр-пӗрне айăпласси, паллах, çӳле тухать. Аграрийсем утарçăсене имçам сапатпăр тесе асăрхаттарман. Мӗншӗн тесен нумай çӗрте вӗлле хуçисем утарӗсене официаллă регистрацилемен. Апла пулсан хут çинче çук. Хут çинче çук-тăк, кама систермелле?

Сăмах нумай вӗллеллӗ утарсем çинчен пырать. Анчах хăш-пӗр ялсенче вӗт килӗрен хурт-хăмăр тытаççӗ. Вӗсен вӗлле хурчӗсем те нумай çӗрте шар курнă кăçал пестицидсене пула. «Мӗн тумалла тата кам айăплă?» – ыйтусем яланхи. Çавăнпа та, çавăн пек ăншăртсем малашне сиксе ан тухчăр тесен Раççейре кăçалтан мӗн пур утара шута илме тӗллев лартнă. Вӗлле паспортне хуçи çинчен информацие, утар вырăнӗ ăçта пулнине, хурт çемйисем миçе пулнине, хуртсене мӗнле им-çам парса сипленине тата ытти информацие кӗртеççӗ. Паспорт Раççей гербӗллӗ пулмалла. Вăл темиçе çула парăнать, мӗншӗн тесен унти информацие çулсерен çӗнетсе пымалла. Вӗлле йышпа хăвăрт хушăнакан, хăвăрт чакакан хурт. Çулран çул утарти лару-тăру урăхла пулма пултарать.

Паспортизаци – ирӗклӗ. Никама та пуçтахласа учета тăратмаççӗ. Анчах утарçă туса илекен пылне сутма палăртсан – паспортизацие иртме тиветех. Мӗншӗн тесен аллунта пыл докуменчӗ пулмасан, сана пасара та кӗртмессе пултараççӗ.

Тутарстан ветеринарӗсем ку процедурăна кăçал январь уйăхӗнче пуçланă. Кашни утара ятарлă номер парăнать. Вăл вырнаçнă çӗр те хуçасăр пулмалла мар, утарçăн ăна хăй çине çыртармалла пулать. Ку, паллă ӗнтӗ, çӗр налогӗ тӳлесси патне илсе çитерӗ малашне. Утар паспорчӗн те хакӗ пур, ТР Аквакультура тата хурт-хăмăр Управленийӗн генеральнăй директорӗн Фаиз Динмухаметов сăмахӗсемпе, вăл 160 тенкӗ тăрать. Хальлӗхе Раççейре утарсене йăлтах шута илнӗ пӗр регион та çук. Апла-тăк, нумайăшӗ нелегал-хуртсен пылне çиет.
Пӗтӗмӗшле илсен, утарсен паспортизацийӗ кирлӗ. Малашне вӗсем ăçта вырнаçнине пӗлсе, аграрийсем ӳсен-тăран культурисене имçам сапнă вăхăт çитсен утарçăсене информаци системипе усă курса хăвăрт асăрхаттарма пултараççӗ. Вӗллисене вырăнтан-вырăна куçарса çӳрекен утарçăсемпе вăрманта йывăç хăвăлӗсенчен пыл пуçтаракансен мӗн тумалли пирки хальлӗхе татăклăн хурав çук. Килти вӗлле-хурт хуçалăхӗпе утар хушшинче уйрăмлăх миçе вӗллерен тăнине те калама йывăр ветеринарсене. Çапах хурт-хăмăрпа аппаланакан çынсем пухнă пылне сутасшăн-тăк – çӗнӗ йышши паспорт кирлех пулать.  

Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа


Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: