Сувар

Раҫҫейри чӑваш эстрада конкурсне кӑҫал ЧАССР 100 ҫул тултарнине халаллаҫҫӗ

Унта тутарстансем пӗрре мар ҫӗнтерӳҫӗ ятне илме тивӗҫ пулнӑ.

Чӑваш наци конгресӗн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, кăçалхи пуш уйăхĕн 21-мĕшĕнче çĕршыври чăвашла юрлакан пултаруллă юрăçсем Шупашкара пухăнĕç. Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ чăваш патшалăх ҫамрăксен театрĕн сцени çинче регионсен хушшинче йăлана кĕнĕ «Кĕмĕл сасă» фестиваль-конкурс иртрĕ. 

«Кĕмĕл сасă» фестиваль-конкурс кăçал 21-мĕш хут иртет. Ăна Чăваш наци конгресĕ тата Чӑваш Республикин культура министерстви йĕркелеççĕ. 

Çулсерен фестиваль сумĕ те, географийĕ те анлăланса пырать. Йĕркелÿçĕсем хутшăнакансен кăмăлне шута илсе кашнинчех тĕрлĕ çĕнĕлĕх кĕртеççĕ. 

Чи пултаруллисен ятне сумлă тÿресем палăртĕç. Конкурса хутшăннисенчен нумайăшĕ малашне чаплă юрăçа тухмасан та, «Кĕмĕл сасă» тĕрлĕ регионти çамрăк ентешсене пĕрле пулма, чăвашлăха туйса илме май парать. 

 Хӑй вӑхӑтӗнче ҫак конкурса Хусантан Алексей Наумов та хутшӑннӑччӗ. Анчах юрӑҫ пултарулӑхӗ ҫине вӑл пысӑк витӗм кӳреймерӗ пулмалла.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа


Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: