Сувар

Пурăнас та пурăнас килет

Вӗсем çеç, урăх никам та мар, пӗтӗм этемлӗхе вăрçă вутне илсе кӗнӗшӗн айăплă. Вӗсен айăпӗпе темиçе миллион çыннăн хăйсен çемйине пăрахса кайма тивнӗ

Çак 74 çул хушшинче Тăван çӗршывăн Аслă вăрçи çинчен пӗтӗмпех каланă, çырнă, уçса паманнине уçса панă пек ӗнтӗ. Вăрçă пирки тахçанах кирлӗ хаклав, шухăш пур кашнин. Анчах та фронтовик хăйӗн арăмӗ патне çырнă виçӗ çырăва вуланă май каллех çӗршывăмăра чи хăрушă вăхăтра тăшманран сыхласа хăварма пултарнă темиçе миллион салтакран пӗрин чӗрӗ сассине илтетӗп. Петр Спиридонович Медиков аслă лейтенант Пасарлă Матакра пурăнакан Наталья (Наля) Евгеньевна Аляева патне çырнă çырусемпаттăрла саманан хаклă докуменчӗсем. Вӗсем вăрçă историне тӗплӗнрех пӗлме кăна мар, ăна хальхи пек куç умне кăларса тăратма май параççӗ.


Хăш чухне мана пӗр ыйту канăç памасть: авторӗ хăйӗн çырăвӗсене пӗтӗм халăха вулаттарас тенӗ пулӗччӗ-ши? Анчах та эпӗ çакна çирӗп ăнланатăп: çырури хăш-пӗр сăмахсем, тем тесен те, пулас ăрусене чӗнсе каланиех. Ман шутпа, салтак çав çырусене çырса вăрçă пирки арăмне, çывăх çыннисене, пулас ăрусенепиретӗплӗнрех каласа парас, хăй мӗн туйнине пӗлтерес тенӗ.
Чăваш халăх поэчӗн Петӗр Хусанкайăн тусӗ, пӗр класра вӗреннӗ Петр Медиков вăрçăччен мирлӗ пурнăçшăн кӗрешнӗ. Çамрăклах вăл социализмпа коммунизм пулăшнипе çӗршывра пурнăç аванланасса хытă шаннă. Мал ӗмӗтлӗ пулни Хусанти пединститута илсе çитернӗ. Алла диплом илсен ăна республикăри чи лайăх шкулсенчен пӗрнеСиктӗрме шкулне директор пулса ӗçлеме янă. Коммунистсен партине кӗнӗ.
Вăрçă умӗн Петр Спиридоновича Элкел районӗн вӗрентӳ уйрăмӗн заведующине лартаççӗ. Вăйран кайиччен ӗçлеме тивнӗ. Ун чухнехи йывăр вăхăтра хăв вăйсăр пулнине кăтартма юраман, ура хурас текенсем çийӗнчех тупăннă. Ентешӗмӗр кал-кал ӗçленӗ: вăл тăрăшнипе районти шкулсем республика шайӗнче чи лайăххисен шутне лекнӗ. Анчах та вăрçă пуçланни малашлăх плансене пурнăçа кӗртме чăрмантарнă.
1941 çулта Петр Спиридонович хăйӗн ирӗкӗпе фронта тухса кайнă. РОНО заведующийӗ Сиктӗрме шкулӗн коллективӗпе сывпуллашнă май еплерех хӗрӳ сăмахсем калани çинчен ваттисем аса илнине халӗ те лайăх астăватăп эпӗ. Шкул пӗтернисем пурте Ленинграда хӳтӗлеме тухса кайнă çавăн хыççăн.
Петр Спиридоновичăн çырăвӗсем пурте тарăн шухăшлă. Чуна пырса тивеççӗ. Ытлашши сăмах та çук пек вӗсенче, анчах та туйăмлăх çав тери тарăн. Ахаль сăмахсемпех тарăн шухăша, чи кирлине уçса парать ентешӗмӗр. Тăван çӗршыв, юрату, уйрăлу, çӗнтерӳ çинчен... Çырусене вуланă май, вутулăм витӗр тухнă авторпа куçа-куçăн калаçнă пекех туйăнать...


1942 çулхи августăн 28-мӗшӗ
«Аван-и, хаклă Наля!.. Тинех санăн çырăвусене урăхларах йышăнма тытăнтăм. Вӗсенче хӗрарăм характерӗ палăрать. Çакă вăхăт-вăхăт хамăр пурнăçри пулăмсене аса илтерет. Пире, Хӗрлӗ Çар салтакӗсене, çемьене юратни тăшманаГитлерпа унăн бандинетата та ытларах курайми тăвать. Вӗсем çеç, урăх никам та мар, пӗтӗм этемлӗхе вăрçă вутне илсе кӗнӗшӗн айăплă. Вӗсен айăпӗпе темиçе миллион çыннăн хăйсен çемйине пăрахса кайма тивнӗ. Çапла вӗт, Наля? Ну ку темех мар – ку вăхăтлăха вӗт. Тăшмана çапса аркатăпăр та вăрçă вӗçленӗ. Ун чух хамăр çухатнă вăхăта тавăратпăрах. Пире савăнăçлă тӗлпулу кӗтет умра. Шăп çакăн пек чух хамăрăн Ленинпа Сталинăн аслă партийӗн пӗр съездӗнче С.М.Киров каланă сăмахсем аса килеççӗ: «Эх, мур илесшӗ, пурăнас та пурăнас килет...»
1942 çулхи сентябрӗн 26-мӗшӗ
«...Малалла вара санăн çырăву пачах урăхла. Унран пурнăç шăрши кӗрет. Килти ӗçсем çинчен астăватăн, Пасарлă Матакри пурнăç пирки пӗлсе тăратăн. Мана мӗн кăсăклантарни çинчен. Тӗрӗссипе каласан, Матака эпӗ хисеплетӗп, Сиктӗрме вара ытларах кăмăла каять. Хам пулнă вырăнсене час-час аса илетӗп. Пӗрре иртен пуçласа каçчен иксӗмӗр çӳренӗ Сиктӗрме вăрманне аса илетӗп. Астăватăн-и, эс Нюра Александровăпа пӗрле Сиктӗрмене килнӗччӗ... Хамăрăн Сиктӗрмери пурнăç час-час куç умне тухать. Маншăн питӗ аванччӗ вăл... Çемйи-çемйипе кăмпана çӳреттӗмӗр. Астăватăн-и? Эсӗ пӗрмаях: «Эс, Петя, кăмпа пуçтарма ăста», – теттӗн...»
1942 çулхи ноябрӗн 4-мӗшӗ
«Аван-и, Наля! Юлашки вăхăтра санран питӗ аван çырусем илме пуçларăм. Пирӗн хутшăнусемпе çыхăннă нумай япалана халӗ кăна пӗлтӗм санран. Нумай япала пирки эс мана каламан иккен. Вăтаннă пуль, çапла-и? Эс вăтанчăкрах çав манăн... Эпӗ пирӗн çулсем пӗрлешнӗшӗн çав тери савăнатăп. Эпир пӗр-пӗрне тупнă, пире урăх никам та кирлӗ мар... Вăрçа пула хăш-пӗр сăмахсене тӗрӗс çырма манма пуçларăм. Вăл юрӗ-ха, вăрçă пӗтсен çӗнӗрен вӗренӗпӗр-ха ăна. Енчен те ман çырусенче йăнăшсем тӗл пулсан, ан кул манран, тархасшăн...
Нумай пулмасть пӗр çар çынни «Вырăс халăхӗн аслă çарпуçӗсем: А.Невский, А.Суворов, М.Кутузов» темăпа вуланă лекцие итлерӗм. Питӗ аван каласа пачӗ лектор. Студент чухнехи пурнăç аса килчӗ. Пӗлетӗн-и, Наля, А.Суворов вӗт хӗрӗх пӗр çапăçăва кӗрсе пуринче те çӗнтернӗ...
Хытă-хытă чуптăватăп. Санăн Петя».
Фронтра вара Медиков Суворовăн «çӗнтерес наукине» ăнăçлă алла илнӗ.
«Çапăçури паллă ӗçсемшӗн» медаль (1942 çулхи ноябрӗн 5-мӗшӗнче тухнă приказ):
«Социализмла Тăван çӗршыва хӳтӗлесе çапăçусенче хăйне хăюллă, çирӗп политӗçчен пек кăтартрӗ. Батарейăра çирӗп йӗрке тата дисциплина турӗ. Харпăр йыш оборона наркомӗн приказӗсене пурнăçлама яланах хатӗр тăрать. Батарея, оборонăра пулнă май, хӗрӳ çапăçусем илсе пырать. Сентябрь-октябрь уйăхӗсенче батарея тăшманăн 24 дзотне, 7 блиндажне аркатнă, миномет çулăмне путлантарнă, 50 гитлеровеца тӗп тунă. Медиков дивизион партбюровӗн секретарӗн тивӗçӗсене пурнăçлать. Пысăк та çирӗп парти организацине йӗркелерӗ... Дисциплинăна вăйлă пăхăнать, политика тата мораль тӗлӗшпе çирӗп çын. Ленин-Сталин партийӗн ӗçне тата Социализмла Тăван çӗршыва чунтан юратать».
Хӗрлӗ Çăлтăр орденӗ (1944 çулхи августăн 2-мӗшӗнче тухнă приказ):
«Медиков аслă лейтенант 1944 çулхи июлӗн 9-мӗшӗнче батарейăна маршран пăрса Барановичи районӗнчи Углы ялӗ çывăхӗнче тăшман çине вутхӗм сирпӗтме пуçланă. 2 ал вӗççӗн тата 1 танк пулеметне тӗп тунă, тăшман йышăннă икӗ çурта аркатнă, çар хатӗрӗсен складне çунтарса янă, 1 автомашинăна юрăхсăра кăларнă, 12 автомашинăна салатса янă, нимӗçсен 30 салтакӗпе офицерне тӗп тунă. Медиков аслă лейтенант Хӗрлӗ Çăлтăр орденне илме тивӗç».
Тăван çӗршывăн Аслă вăрçин II степеньлӗ орденӗ (1944 çулхи ноябрӗн 24-мӗшӗнче тухнă приказ):
«1944 çулхи октябрӗн 4-мӗшӗнче Варшава облаçӗнчи Пискорня-Мала ялӗ çывăхӗнче тăшман наступлени пуçласа пирӗн енне каçма пултарчӗ. Батарея çине тыл енчен танксемпе пехота тапăнма пуçларӗ. Медиков аслă лейтенант атакăлакан тăшмана пеме приказ пачӗ, хăй те нимӗçсемпе танксене печӗ. 2 танка, 40-е яхăн нимӗç салтакне тӗп тума май килчӗ. Хăйне те çак çапăçура вӗлерчӗç. Медиков аслă лейтенант вилнӗ хыççăн Тăван çӗршывăн Аслă вăрçин II степеньлӗ орденӗпе наградăланма тивӗçлӗ».
Совет вӗрентекенӗ кӗске вăхăтра нимрен хăраман хӳтӗлевçӗсем хатӗрлесе Гитлер эшкерне тӗп тăвас ӗçе пысăк тӳпе хывнă. П.С.Медиковпа унăн ӗçтешӗсен урокӗсем йӗрсӗр çухалма тивӗç мар. Вӗсем вӗрентнине ăша хывсан çӗнӗ ăрусен пурнăçӗ те савăнăçлă та телейлӗ пулӗ. Паян çынсенче хамăр историе хаклас туйăм вăйлине курма кăмăллă. Невский, Суворов, Кутузов пекех, Тăван çӗршывăн Аслă вăрçине хутшăннисем те халăхра паттăрсем пулса ӗмӗр-ӗмӗр пирӗн асра упранӗç. Пӗрлехи астăвăм пире тата та çывăхлатать. Патриотла пӗрлӗхӗн вăйне чунпа туйсан кăна эпир пысăк ӗçсем тума пултаракан, пӗр шухăшлă Раççей халăхӗ пулма пултаратпăр. Пирӗн тӗллев çакăн пек: Петр Спиридонович Медиков салтак тата педагогпа унăн ӳсӗмӗнчи тӗслӗхлӗ ытти çынсем пекех Тăван çӗршыва, яла, йăх-несӗле, тăван киле чунтан юратма, хисеплеме вӗренесси.

Олег МУРЗИН.
Элкел районӗ,
Сиктӗрме-Хусанкай.
Автор архивӗнчи сăнӳкерчӗксем.
П.С.Медиков (варринче) Сиктӗрме шкулӗн учителӗсемпе вӗренекенсен хушшинче.
Варринче П.С.Медиковпа Н.Е.Аляева.

 

Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: